08 октября 2011 г.
Выльăх-чĕрлĕх ĕрчетекен фермăсенче кунсерен вун-вун техника хатĕрĕ ĕçе явăçать. Вĕсем хушшинче, тен, юсавсăр, техника хăрушсăрлăхĕн, ĕç сыхлавĕн йĕркисене тивĕçтермен, çут çанталăка варалакан техника та пур. Çакна шута илсе, республикăра, çавăн пекех районта та "Ферма" профилактика операцийĕ ирттерме палăртнă. Вăл юпа уйăхĕн 21-мĕшĕччен тăсăлать. Çак тапхăрта ятарлă комисси членĕсем хуçалăхсенче пулĕç, техника хатĕрĕсене тĕрĕслĕç.