Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Акци иртрĕ

08 октября 2011 г.

Акци иртрĕ Юпа уйăхĕн 7-мĕшĕнче районти тĕп библиотекăн вулав залĕнче профсоюзсен "Тивĕçлĕ ĕçшĕн" акцийĕ иртрĕ. Унта профсоюзсен районти активĕ, Росстатăн Чăваш Республикинчи территори органĕн ертỹçин çумĕ, "Единая Россия" партин республикăри политканашĕн секретарĕн çумĕ П.С.Краснов, район администрацийĕн ĕçĕсен управляющийĕ Е.Н.Михайлова, организацисемпе предприятисен ертỹçисем хутшăнчĕç. Профсоюзсен районти координаци канашĕн ертỹçи А.Д.Клементьев профсоюзсен ĕç-хĕлĕ çинчен чарăнса тăчĕ. Вĕсен тĕллевĕсем пуриншĕн те паллă: ĕç вырăнĕсене сыхласа хăварасси, ĕç условийĕсене лайăхлатасси, ĕç укçине ỹстересси, ĕç сыхлавĕ енĕпе çыхăннă условисем. Çулсеренех районта ĕç сыхлавĕ енĕпе уйăхлăх иртет, "Районти ĕç сыхлавĕ енĕпе ĕçлекен чи лайăх специалист" конкурс йĕркеленĕ, ертỹçĕсемпе специалистсем, ĕç сыхлавĕн уполномоченнăйĕсем валли ятарлă курссем йĕркеленĕ. Кăçал вăл юпа уйăхĕн 17-мĕшĕнче пуçланать. Акцине хутшăннă П.С.Краснов тĕрлĕ министерствăсемпе ведомствăсенче ĕçленĕ. Хăйне лайăх енчен çеç кăтартнă. Хальхи вăхăтра Росстатăн Чăваш Республикинчи территори органĕн ертỹçин çумĕ. Вăл палăртнă тăрăх, чылай отрасльсенче ĕç укçин виçин калăпăшне ỹстерессипе тимлеççĕ. Уйрăмах çакă вĕренỹ, сывлăх сыхлавĕн тытăмĕсенче палăрать. Вĕсенче ĕçлекенсен ĕç укçи экономикăра тăрăшакансен вăтам ĕç укçипе танлашмалла. Петр Степанович уйрăмах ял хуçалăхĕн аталанăвĕ çинче чарăнса тăчĕ. Республикăри халăхăн 42 проценчĕ ялсенче пурăнать. Çапах та кунта кỹршĕсенчен кая юлса пыни палăрать. Малашне çĕр пулăхне ỹстерме тĕрлĕ йышши удобренисемпе усă курни вырăнлă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика