Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ватта ырă ту

05 октября 2011 г.

Энтепери тĕп шкулти 5-мĕш класс ачисемпе юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнче "Ватта ырă ту" калаçу ирттертĕм. "Ват çын - тăват çын" тенĕ ĕлĕкрен. Ватă çынна итленĕ, хисепленĕ, ун сăмахĕнчен иртмен, ача-пăча ватти вĕрентнине ăша хывнă, унран вĕренсе пынă. Калаçу вăхăтĕнче ваттисен сăмахĕсене аса илтĕмĕр. Ваттисен сăмахĕсем - Ăслă, тарăн хайлавсем. Вĕрентеççĕ пурăнма, Ырă ĕçшĕн кар тăма. Ваттисем каланине Ачаран хывсан ăша, Тăнласан вĕсен пилне Пăрăнать санран нуша. Ваттисен уявне хатĕрленсе ачасем юратнă асламăшĕсемпе аслашшĕсем, кукамăшĕсемпе кукашшĕсем валли парнесем хатĕрлерĕç, кĕске заметкăсем çырчĕç. Александр Батанов хăйĕн юратнă кукамăшĕ çинчен çырать. Ăна Елена Михайловна Васильева тесе чĕнеççĕ. Мăшăрĕпе 4 хĕрпе 1 ывăлне пурнăç çулĕ çине кăларнă. Мĕн тивĕçлĕ канăва кайичченех колхозра вăй хунă. Каникулсенче Саша кукамăшĕ патĕнче хăнара пулать. Юратнă çыннине вăл вăрăм ĕмĕр сунать, яланхиллех хитре пул тет. Наташа Константинова хайлавĕ асламăшĕ çинчен. Лидия Ильинична 1941 çулта çуралнă. 7 класс вĕренсе пĕтернĕ хыççăн колхозра ĕçлеме пуçланă. Торф кăларнă çĕрте çулталăк ытларах пулать. Свердловск облаçĕнче те ĕçленĕ. 2 çултан тăван яла таврăнать, дояркăна вырнаçать. Александр Алексеевич Константиновпа çемье çавăраççĕ, вĕсен 5 ача çуралать. Шел пулин те, аслашшĕ çамрăклах çĕре кĕнĕ, асламăшĕн ачисене пĕчченех ура çине тăратма тивнĕ. Тивĕçлĕ канăва кайичченех "Победа" колхозра вăй хунă. Софья Киргизова юратнă кукамăшĕпе ват кукамăшĕ çинчен шăрçаланă. Тамара Александровна Тюбек Энтепе ялĕнче çуралнă. 8-мĕш класс пĕтернĕ хыççăн Пăвари ветеринари техникумне вĕренме кĕнĕ. Диплом илнĕ хыççăн Кивĕ Арланкасси ялне ĕçлеме вырнаçнă. Çак ял каччинех, Владимир Тюбека качча тухать. Фермăра 36 çул вăй хунă, канлĕхне пĕлмен, юратнă ĕçре ывăннине те туйман. Тивĕçлĕ канура пулсан та ял çыннисен выльăхĕсем чирлесен пулăшма васкать. Килте те алă усса лармасть: картиш тулли хур-кăвакал, чăх-чĕп, выльăх-чĕрлĕх тытать, тутлă апат пĕçерме те, çыхма та вăхăт тупать. Калаçăва вĕçленĕ май ачасем ватă çынсене пулăшмалли çинчен сăмах пуçарчĕç. "Ватта ырă ту - хăвна та ырă пулĕ".

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика