05 октября 2011 г.
![Ĕçне кура - хисепĕ Ĕçне кура - хисепĕ](../Home/594//foto/uzit3.gif)
Курнавăш шкулĕнче пултаруллă, анлă тавра курăмлă учительсем сахал мар. Вĕсенчен пĕри - Владимир Николаевич Курчин. Вăл тракторпа автомобиль предмечĕсене вĕрентет, ачасене техника енне туртăнма хăнăхтарать. Мĕн ачаранах Владимир Николаевич ашшĕпе пĕрле тăван колхозăн уй-хирĕнче ака-суха ĕçне хутшăннă. Ашшĕ те, Николай Макарович Курчин, ялти паллă механизатор пулнă. Володя шкулта "4" тата "5" паллăсемпе вĕреннĕ. Уйрăмах математика тата физика предмечĕсемпе кăсăкланнă. Совет Çарĕнчен таврăннă хыççăн Шупашкарти ял хуçалăх институтĕнче аслă пĕлỹ илнĕ. Ун хыççăн пĕр хушă тăван "Урожай" колхозра тракторист, трактор бригадин бригадирĕ, техник-механик ĕçĕсенче вăй хунă. Каярахпа вара Шупашкарти машинăсем тăвакан заводра участок ертỹçи пулса ĕçленĕ. 1997 çулта Владимир Николаевич Курчин Курнавăшри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулта ĕçлеме пуçланă. Шăпах çав çулсенче кунта шофер-трактористсене вĕрентсе хатĕрлекен класс уçăлнă. Владимир Николаевич ачаран килĕштернĕ профессине шкул ачисене вĕрентессине пысăка хурать. Ял ачин техникăна пĕлмеллех. Паян тракторист, водитель профессийĕ шутсăр кирлĕ. Техника ĕмĕрĕнче хĕр ачасем те шкултах çак профессисене алла илесшĕн. Пурнăç улшăнса пынă май кашни килтех техника пур. Пĕрре кăна мар. Курнавăш шкулне тĕрлĕ ял ачисем вĕренме çỹреççĕ. В.Н.Курчин пирки вĕсем яланах ырă сăмах калаççĕ. Вăл вĕрентнĕ ачасем паян ял хуçалăхĕнче тĕп вăй пулса тăраççĕ. Кăткăс та çĕнĕ йышши техникăна алла илнĕ çамрăксем хамăр тăрăхри фермер хуçалăхĕсене аталантарма пулăшаççĕ. Шкулти тракторпа автомобиль кабинечĕ хăтлă та таса. Унта компьютерпа проектор, тĕрлĕрен дисксем пурри вĕрентỹ ĕçне тухăçлă йĕркелеме май параççĕ. Владимир Николаевич çĕнĕ технологисемпе усă курса ирттерет. Вĕрентỹ ĕçĕнчи çитĕнỹсемшĕн харсăр педагога кăçал Хисеп грамоти парса чысланă.
Сăн ỹкерчĕкре: В.Курчинпа Е.Аверьянова воспитательница.