05 октября 2011 г.
Вĕрентекен профессийĕнче нумай вăрттăнлăх упранать. Предмета пĕлни, вĕренекенсем патне çак пĕлĕве çитерни анчах мар, ачасен чун-чĕри патне те çул тупма пĕлмелле. Çавăн пек чухне анчах ачасен юратăвне çĕнсе илме пулать. Çак сăмахсене Çуткỹлти пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулти Лариса Ивановна Викторова пирки каланăнах туйăнать... Ют чĕлхесене вĕрентекен Л.Викторовăна учитель-психолог квалификацине алла илни те çитĕнекен ăрăва воспитани парассинче тата коллективри хутшăнусене çирĕплетессинче нумай çăмăллăх кỹрет. Амăшĕ хăйĕн тĕпренчĕкĕсемшĕн пăшăрханнă пек кашни ачана куç тĕлне тăвакан, кирлĕ пулсан пулăшма та, хỹтĕлеме те пултаракан вĕрентекенрен ачасем ютшăнмаççĕ, унпа уççăн калаçма пултараççĕ. Кирлĕ самантра Лариса Ивановна çирĕп ыйтма та, тĕрĕссипе ятлама та пултарать. Кашни ачан чун-хевти расналăхне уççăн курма пĕлет вăл. Асăрхаттармалли тупăнсан та çакна пурин умĕнче калама тăхтаса тăрать. Малтан ачапа хăйĕнпе уйрăммăн калаçать. Вĕренекенсем çакна пурте лайăх ăнланаççĕ. Çакăн пек çынна епле хисеплемĕн, юратмăн! Лариса Ивановна 8 тата 9-мĕш классен ертỹçи. Тăххăрмĕшсем вара кăçал тăван шкулпа сыв пуллашаççĕ. - Аса илсен чĕрене тунсăх пусать. Вĕсенчен кашнийĕ хăйне евĕрлĕ пултаруллă, маттур-çке, - тет вăл. Хĕрарăм-вĕрентекен пăшăрханăвне лайăх ăнланатпăр. Мĕншĕн тесен вăл хăй те амăшĕ-çке, вĕренекенсен малашнехи шăпи ăна вĕсен çывăх çыннисенчен кая мар шухăшлаттарать. Класс ертỹçи кашни ачана ăшă сăмахпа хавхалантарма пĕлет. - Женя Новиковпа Сергей Смирнов, акă, спортпа туслă. Женя футболла ăста вылять, йĕлтĕрпе чупать пулсан, Сергей шашка-шахмат вăййисене килĕштерет. Оля Федорова шкулти редколлеги членĕ. Ирина Уварова юрлама, ташлама ăста, Алина Лисицына вĕренỹре те, спортра та маттур, Оля Максимова манăн "сылтăм алă", ăна кирек мĕнле ĕç те шанса пама пулать, уçă кăмăллă, тараватлă хĕр ача та вăл,- тесе кăмăлтан каласа кăтартать Л.Викторова хăйĕн вĕренекенĕсем пирки. Женя Новиков вара хăйсен класс ертỹçи пирки: "Пирĕншĕн Лариса Ивановна çывăх çын, вăл сăпайлă та, хитре те", - тет. Çак сăмахсем çумне урăх мĕн хушса калăн...
Автор сăн ỹкерчĕкĕнче: Л.Викторова тăххăрмĕш класра вĕренекенсемпе.