Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Паллă тренер ячĕпе - кĕрхи кросс

01 октября 2011 г.

 Лаш Таяпара Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ тренерне Петр Николаевич Самсонова асăнса районти çăмăл атлетсен кросĕ иртрĕ. Петр Самсонов иртнĕ ĕмĕрĕн 70-80-мĕш çулĕсенче Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче вĕреннĕ тата ун хыççăнхи çулсенче республикăри чи вăйлă çăмăл атлетсенчен пĕри шутланнă, вăтам дистанцисене чупассипе нумай хутчен республика чемпионĕ пулнă. Лаш Таяпари тата тĕп хулари шкулсенче физкультура учителĕнче ĕçленĕ вăхăтра Петр Самсонов çамрăксене çăмăл атлетикăпа, спортăн ытти енĕпе туслашма пулăшнă. Унăн чылай вĕренекенĕ каярахпа республикăри, çĕр-шыври ăмăртусенче кăна мар, тĕнчери турнирсенче палăрнă, мала тухнă. Петр Самсоновăн вĕренекенĕсенчен чи малтан эпир çуран утассипе Олимп вăййисен бронза, тĕнче, Европа чемпионачĕсен кĕмĕл тата бронза призерне, Раççей тава тивĕçлĕ спорт мастерне Владимир Андреева аса илетпĕр. Çавăн пекех СССР, Раççей спорт мастерĕсем пулса тăнă çăмăл атлетсем те йышлă. Пирĕнтен вăхăтсăр уйрăлса каяс умĕн вăл тепĕр хут тăван яла таврăнчĕ, Лаш Таяпа тăрăхĕнче, районта çуран хăвăрт утассипе çамрăк спортсменсем хатĕрлессипе ĕçлерĕ. Лаш Таяпара районти çăмăл атлетсен кросĕ пуçланас умĕн ял масарĕнче Петр Самсонов палăкне уçрĕç. Спорт мероприятине ирттерме тата палăка уçма район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçласа пыракан Леонард Левый, хăй вăхăтĕнче Петр Самсоновпа пĕрле спорт ăмăртăвĕсене хутшăннă Анатолий Миллин, Раççей тава тивĕçлĕ тренерĕсем Николай Анисимов, Анатолий Петров, Лаш Таяпа шкулĕн директорĕнче ĕçленĕ Геннадий Киров, Валерий Яковлев тата ыттисем хутшăнчĕç. Петр Самсонова халалланă çăмăл атлетсен кĕрхи кросĕнче 1-11-мĕш классенче вĕренекенсем тĕрлĕ дистанцисенче вăй виçрĕç. Малти вырăнсене ытларах Курнавăшри, Лаш Таяпари, Кĕçĕн Таяпари шкулсенчи çăмăл атлетсем тухрĕç. Çĕнтерỹçĕсемпе призерсене Хисеп грамотисем, медальсем, парнесем парса чыс турĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика