Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Атя, старик, пасара - тырă-пулă туянма

01 октября 2011 г.

Кăçал ял хуçалăх производство кооперативĕсенче тырă-пулă, пахча çимĕç ăнса пулчĕ. Анчах вĕсене хуласенчи элеваторсене, тавар туянакансем патне илсе çитересси транспорт тата ытти тăкаксемпе çыхăннă. Çав вăхăтрах тыр-пул, пахча çимĕç, çĕр улми, аш-какай туянас кăмăллисем хамăр патăмăртах йышлă. Çакна шута илсе юлашки вăхăтра хăш-пĕр хуçалăхсем хăйсем туса илнĕ ял хуçалăх продукчĕсене Елчĕкри пасара илсе тухса сутни усăллине туйса илчĕç. Иртнĕ пасарта, акă, икĕ хуçалăх тыр-пула унта самантрах сутса пĕтернĕ. Паянхи пасара "Сатурн", "Комбайн", "Кушкă" ял хуçалăх производство кооперативĕсем тырă, аш-какай, пахча çимĕç сутма илсе тухаççĕ. Çитес шăмат кун, юпа уйăхĕн 8-мĕшĕнче, "Эмметево" ООО, "Знамя" ООО - аш-какай, тырă, "Агропродсер-ис" ООО, А.Цапырин ХФХ - тырă илсе тухма шутлаççĕ. Юпа уйăхĕн 15-мĕшĕнче -"Труд", "Свобода", "Колос" ЯХПКсем, Ю.Галкин ХФХ, юпа уйăхĕн 22-мĕшĕнче - "Прогресс" АХО, "Родник" ООО, "Яманчурино" ООО, В.Галкина ХФХ, юпа уйăхĕн 29-мĕшĕнче - "Аранчеево" ООО, "Нива" ООО, "Урожай" ООО, "Рассвет" ЯХПК, Н.Гладков ХФХ пасара ял хуçалăх продукчĕсем илсе тухаççĕ. Чỹк уйăхĕнче те районти ял хуçалăх предприятийĕсем пасара ял хуçалăх продукчĕсем илсе тухмалли графика çирĕплетнĕ. Ял тăрăхĕсенчи пасарсенче те суту-илỹ йĕркелесен аван пулĕччĕ. Эпир хамăр хаçатра хуçалăхсем пасарта ял хуçалăх таварĕсемпе мĕнле суту-илỹ тунине, вĕсене мĕн хакпа сутнине çутатсах тăрăпăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика