Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Карлин композитор кĕввисем

01 октября 2011 г.

Карлин композитор кĕввисем

Елчĕк районĕн гимнĕн авторĕ, мухтавлă ентешĕмĕр, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Н.Янкас ячĕллĕ преми лауреачĕ, композиторсен ассоциацийĕн, Раççей писателĕсен союзĕн членĕ Николай Сергеевич Карлин çуралнăранпа 65 çул çитрĕ. Елчĕк енре эпир Н.С.Карлин тĕрлĕ енлĕ аталаннă талант пулнине пĕлетпĕр. Николай Сергеевичăн çепĕç, чуна хускатмалла, кăмăла çĕклемелле юррисене Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнче пурăнакан йăхташăмăрсем, халăх хорĕсем шăрантараççĕ. Н.Карлин чăннипех те музыкант, культура ĕçченĕ пулмах çуралнă. Унсăрăн епле пултăр, унăн кукашшĕ Климентий та, иртнĕ ĕмĕр пуçламăшĕнче Аслă Елчĕкри чиркỹре пачăшкă пулнăскер, ун чухне Пăла тăрăхĕнчи чи паллă юрăç шутланнă. Ашшĕ, Сергей Степанович, юрласа кăна мар, картинăсем ỹкерес , ялти йывăç çуртсене эрешлес тĕлĕшпе палăрнă. Кам пĕлмест пулĕ Николай Сергеевичăн утмăлмĕш çулсен вĕçĕнче çуралнă чи малтанхи юррине: "Шурă, шурă хурăн, кăтра çивĕтсем..." Кĕвви те, сăмахĕсем те чуна пырса тивеççĕ. Паянхи кун пултаруллă композиторăн кăмăла çĕклекен юррисен шучĕ те çук. Николай Сергеевич художество пултарулăх ушкăнĕсемпе 1965 çултан ĕçлеме пуçланă. Малтанах, хĕсметрен таврăнсан, виçĕ çул хăй çуралнă ялта - Аслă Елчĕкре - колхозри пултарулăх ушкăнĕн ертỹçинче тăрăшнă. Ячĕшĕн çеç ĕçлемен ертỹçĕ, ахальтен мар 1971 çулта вăл ертсе пыракан "артистсен" концертне Чăвашрадио çырса илнĕ. Аслă Елчĕксен концерчĕ чылай çул эфирта янăранă. 1972-1975 çулсенче Н.Карлин Шупашкарта Хусанкай ячĕллĕ культура керменĕнче хормейстерта тăрăшнă, 12 çул машинăсем тăвакан заводри хор ушкăнне ертсе пынă, 11 çул ытла Шупашкарти Калинин районĕн хор дирижерĕнче вăй хунă. Унтан Шупашкарти 4-мĕш техника училищин хормейстерĕнче, Красноармейски районĕнчи Пикшикри вăтам шкулта ĕçлесе ырă ят çĕнсе илнĕ. Юлашки çулсенче ентешĕмĕр Самар облаçĕнче ĕçлесе пурăнать. Пур çĕрте те Н.Карлин ĕçе чун хушнă пек пурнăçланăран улăпла утăмсем тунă. Вăл ертсе пыракан темиçе коллектив "Халăх хорĕ" хисеплĕ ята тивĕçнĕ, тата ăçта кăна çитсе курман-ши Николай Сергеевич ертсе пыракан ушкăнсемпе пĕрле, Пĕтĕм Раççейри музыка фестивалĕн лауреачĕ ята та çĕнсе илнĕ. Хисеплĕ ентешĕмĕр 200-е яхăн сăвă çырнă, нумай кĕвĕ кĕвĕленĕ. Унăн "Пулăпăр-ха пĕрле" юррине ватти те, вĕтти те юратса юрлать. Кунашкал юрăсем пултаруллă çыннăмăрăн вуннă çеç мар. Вăл Совет Союзĕн Геройне Александр Беляева, чăвашсен пĕрремĕш олимпиецне Ардалион Игнатьева тата ытти мухтавлă ентешсене халалласа сăвăсем çырнă, кĕвĕсене хывнă. "Чыс, мухтав сире, Елчĕксем!" гимн пĕтĕм Елчĕк тăрăхĕнче пурăнакансен юратнă юрри пулса тăчĕ. Эпир унпа чăннипех те мухтанма пултаратпăр. Вăл парнеленĕ юрăсенче тăванлăх, юрату, юлташлăхпа туслăх туйăмĕсем иксĕлми. Малашне те çапла пултăр. "Вăхăт иртет, вăхăт шăвать..." çакăн пек йĕркесем пур унăн "Пулăпăр-ха пĕрле" юрринче. Тытса чарас çук вăхăт таппине. Ватлăх ытамне кĕрекен ентешĕ-мĕре канлĕ ватлăх, ырлăхпа сывлăх сунатпăр. 

Сăн ỹкерчĕкре: Н.Карлин композитор.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика