Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Аслă ăрурисене чыс та хисеп

01 октября 2011 г.

 Ваттисен кунĕ - аслă ăру çыннисем çине тепĕр хут тимлĕ пăхмалли, ветерансен мухтавлă пурнăçĕпе ĕç-хĕлне аса илмелли, вĕсен нушисемпе çивĕч ыйтăвĕсене татса пама тăрăшмалли кун. Ĕмĕрне тăван хуçалăхра, тĕрлĕ организацисемпе предприятисенче çанă тавăрса тăрăшнă кирек мĕнле профессиллĕ çын та хисепе тивĕç. Пирĕн хушăра Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче телейлĕ пурнăçшăн кĕрешнĕ, тылра çĕрне-кунне пĕлмесĕр пилĕк авнă хисеплĕ çынсем сахал мар. Вĕсем паян та общество пурнăçĕнче активлă. Шел, çулран-çул сахалланса юлаççĕ фронтовиксем, салтак арăмĕсем, тыл ветеранĕсем. Хальхи вăхăтра районта 7800 пенсионер пурăнать. Пилĕк çул каялла йĕркеленнĕ пенсионерсен районти организацийĕнче хастарлăхĕпе, чунĕпе ватăлман ватăсем йышлăн. Вĕсем районта ырă йĕр хăвараççĕ. Акă В.Щербаков (Хĕрлĕçыр), О.Миронова (Таяпа Энтри), З.Портнова (Аслă Пăла Тимеш), В.Степанов (Çỹткул) тата ыттисем те хăйсем пурăнакан ял тăрăхĕсенчи ватăсен ыйтăвĕсене татса парас тесе ĕçлеççĕ. Ял çинче сума сăвакан ватăсем çĕршер районта. Вĕсен ячĕсене аса илсе те пĕтереймĕн. Паян районта "Аслă ăрăва чыс та мухтав" ыр кăмăллăх уйăхлăхĕ вĕçленет. Çак тапхăрта ватăсем валли кашни ял тăрăхĕнче, предприятисемпе организацисенче, ял хуçалăх кооперативĕсенче тĕрлĕ мероприятисем йĕркелеççĕ. Чылайăшĕнче паян уяв сĕтелĕ хушшине лараççĕ. Ватăсем пĕрле ĕçленĕ юлташĕсене тахçантанпа тĕл пулман, чунтан тухакан калаçусем чылай вăхăта тăсăлаççĕ. Аса илỹ çăмхи ăшне путнă ватăсем тепĕр чухне куççулĕсене шăлсах çăмăл мар çамрăклăха аса илсе кăмăлĕсене ирĕке яраççĕ. Ырă ĕçсен вĕçĕ çук. Ĕмĕрĕпе ĕçпе хуçăлса Тăван çĕр-шыва тĕреклетессишĕн тăрăшнă ватăсене аса илмеллех пирĕн. Вĕсене хуçалăхри кулленхи е пысăкрах ĕçсене пурнăçлама пулăшас тĕллевпе тимуровецсен юхăмĕсем йĕркеленине, сывлăхĕсемпе кăсăкланса ял çыннисем хушăран кил-çуртне кĕрсе тухнине ырламалла çеç. Уяв ячĕпе саламласа пысăках мар открыткăсем парнелени те ватă чунне ăшăтнине, çакă уншăн калама çук пысăк парнепе танлашнине манар мар. Манăн уйрăмах çамрăксене чĕнсе калас килет: ырă ĕç тума васкăр, яланах май пур таран ватăсене пулăшма тăрăшăр. Паян та вăхăт пур, ыран та. Уяв вăхăтĕнче кăна мар, ытти чухне те ват çын тăват çын пулнине манар мар. Ырри яланах ырăпа таврăнать, ват çын пехилĕ сире кулленхи ĕçре пулăшса пырĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика