01 октября 2011 г.
Çул-йĕр çинче тимлĕ те асăрхануллă пулмалли пирки час-часах çыратпăр, калаçатпăр пулсан та, йĕркене пăхăнманнисем тупăнсах тăраççĕ. Кăçал, паянхи кун тĕлне, районти çул-йĕрсем çинче 9 инкек пулнă (иртнĕ çул та çак тапхăрта 9 ДТП регистрациленĕ). Инкексен вăхăтĕнче кăçал 1 çын вилнĕ, 10-шĕ аманнă (иртнĕ çул асăннă тапхăрта 12-шĕ сусăрланнă, çын вилнĕ тĕслĕх пулман). Аварисен сăлтавĕсем тĕрлĕрен. Нумай чухне водительсем хăвăртлăх режимне, çул-йĕрĕн ансат правилисене пăхăнмаççĕ, дистанцие уямаççĕ.