01 октября 2011 г.
Çĕнĕ саккун çĕр-шывăн мĕн пур территорийĕнче социаллă пулăшусем памалли пĕрлехи правилăсене çирĕплетĕ. Кун пирки РФ сывлăх сыхлав тата социаллă аталану министрĕн çумĕ Максим Топилин "Раççей Федерацийĕнче халăха социаллă пулăшу памалли никĕссем çинчен" Саккун проектне обществăпа сỹтсе явма пуçлассине халалланă пресс-конференцире каларĕ. Сывлăх сыхлав тата социаллă аталану министерстви Раççей Президенчĕ Дмитрий Медведев хушнипе "Раççей Федерацийĕнче халăха социаллă пулăшу памалли никĕссем çинчен" Саккун проектне çырса хатĕрленĕ. Ку саккун социаллă пулăшусем памалли йĕркене тата принципĕсене тĕплĕн палăртать. Максим Топилин каланă тăрăх, "социаллă пулăшăва йĕркелемелли халĕ ĕçлесе пыракан меслет халăха кирлĕ социаллă пулăшусемпе туллин тивĕçтереймест. Çакна социаллă пулăшусен пахалăхĕ тĕрлĕ регионсенче тĕрлĕрен тата вĕсемпе пурте усă курма пултарайманни, социаллă пулăшусене килте тата стационар условийĕсенче илмешкĕн черетсем çаплипех пулни те çирĕплетет. Социаллă пулăшăва тĕрлĕ сăлтавсем тăрăх параççĕ, çакă вара социаллă пулăшу илес енĕпе тан марлăх патне илсе пырать". Саккун проектне халĕ вăйра тăракан саккунсене тата Раççейĕн тĕнчери обязательствисене шута илсе, социаллă пулăшу парас енĕпе регионсенчи ĕç опытне пĕтĕмлетсе çырса хатĕрленине те палăртса хăварчĕ М. Топилин. Вăл каланă тăрăх, "çĕнĕ саккунăн тĕллевĕ - Раççейĕн пĕтĕм территорийĕнче халăха социаллă пулăшу памалли пĕрлехи нормăсем йышăнасси. Уйрăммăн илсен, çĕнĕ саккун проекчĕпе соцобъектсене паспортласа тухмалла, социаллă пулăшусене илекенсен регистрне йышăнмалла. Саккун проектĕнче социаллă пулăшу памалли принципсене тỹрлетнĕ, социаллă пулăшусен списокне, вĕсен тытăмне тата пулăшусем памалли условисене (стационарта, çурма стационарта, килте) кăтартнă". Саккун проектĕнче çын пурнăçри йывăр лару-тăрăва кĕрсе ỹкнĕ тесе йышăнмалли сăлтавсен списокĕ те пур. "Çакă социаллă пулăшусен объективлăхне тата уçăмлăхне ỹстерме, вĕсемпе ятран тата пурне те тивĕçтерме май парать", - терĕ Максим Топилин. Саккун проектĕнче тỹлевлĕ тата тỹлевсĕр соцпулăшусем памалли условисене палăртнă. Уйрăммăн илсен, пурнăçра йывăр лару-тăрăва лекнисене, стационар условийĕсенче, çул çитмен ачасене тата инвалид ачасене тỹлевсĕр параççĕ. Саккун проектне обществăпа сỹтсе явма тăратнине те палăртрĕ вăл. "Сывлăх сыхлав тата социаллă аталану министерстви çак саккун проекчĕпе ытларах çын паллашчăр, хăйсен сĕнĕвĕсемпе тỹрлетĕвĕсене кĕртчĕр тесе тăрăшать", - терĕ вăл. Саккун проектне обществăпа 2011 çулхи октябрĕн 5-мĕшĕччен сỹтсе яваççĕ. Хăвăр сĕнĕвĕр-сене http,ỸỸsĕzaкonfomĕru ỸnodeỸ134 сайта вырнаçтарма пултаратăр.