Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнĕ сăн кĕнĕрен

28 сентября 2011 г.

 Тăрăм ял тăрăхĕнчи культура çурчĕсем юлашки çулсенче палăрмаллах çĕнелчĕç. Чи малтанах Тăрăмри культура çуртне илемлĕ сăн кĕртес тесе тимлерĕмĕр. Стенасене çутă сăрăсемпе сăрларăмăр, алăксене улăштартăмăр. Фойене пырса кĕме кăмăллă халĕ. Кипеçре çуралса ỹснĕ, халĕ Йошкар-Олара пурăнакан Г.Никитин укçа-тенкĕ парса пулăшрĕ. Унпа сăрăсем туянтăмăр та. Хамăр тăрăхра культработниксем тăваттăн эпир. Виçĕ культура çуртĕнче те хăтлă пултăр тесе тимлетпĕр. Çывăх вăхăтра Хĕр-лĕçырти культура çурчĕн тăррине витесшĕн. Шăвăçне илме укçа-тенкĕ çителĕклĕ. Ăна ял тăрăхĕ республикăри конкурсра çĕнсе илнĕ 200 пин тенкĕ укçапа туянасшăн. Тăррине ĕçлеттерме укçа-тенкĕ çук. Çавăнпа ял çыннисем ăна нимелле витесшĕн. Ырă пуçарăва ырламалла кăна.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика