24 сентября 2011 г.
Лаш Таяпара 1987 çулта çуралнă çамрăк Чăваш Республикин çар комиссариачĕн Комсомольски тата Елчĕк районĕсен пайĕнче çар учетĕнче тăрать, призывник шутланать. 2004, 2005 çулсенче (икĕ хут) врач тĕрĕслевĕнче пулнă, ăна сывлăх тĕлĕ-шĕнчен çар службине тăма юрăхлă тесе йышăннă. 2011 çулхи пуш уйăхĕн 5-мĕшĕнче вăл килĕнче пулнă, çар комиссариачĕн пайне 2011 çулхи пуш уйăхĕн 9-мĕшĕнче тата 2011 çулхи пуш уйăхĕн 15-мĕшĕнче 8 сехетре пымалли икĕ повесткăна алă пусса илнĕ. Анчах призывник 2011 çулхи пуш уйăхĕн 5-15-мĕшĕсенче килĕнче пулнă пулин те палăртнă вăхăтсенче çар комиссариачĕн пайне сăлтавсăрах пыман, мĕншĕн пыма пултарайманни çинчен те пĕлтермен. Çапла майпа Раççей Федерацийĕн Конституцийĕн 59-мĕш статйине пăхăнман. РФ СК Чăваш Республикинчи управленийĕн Патăрьелĕнчи районсем хушшинчи следстви пайĕ Лаш Таяпа çамрăкĕ пирки РФ Уголовлă Кодексăн 328 статйин пĕрремĕш пайĕпе килĕшỹллĕн уголовлă ĕç пуçарнă. Ăна тĕпчесе пĕтернĕ хыççăн ĕçе пăхса тухма суда ярса панă. Елчĕк районĕнче, ытти районсемпе танлаштарсан, çар службин призывĕнчен пăрăнакан призывниксен йышĕ чи пысăкки. Çулталăк пуçланнăранпа РФ СК Чăваш Республикинчи управленийĕн Патăрьелĕнчи районсем хушшинчи следстви пайĕ çамрăксем çар службинчен пăрăннин тĕслĕхĕсемпе 11 уголовлă ĕç пуçарнă. Вĕсенчен 7-шне район судне пăхса тухма ярса панă, 4-шĕн тĕслĕхĕпе тĕпчев ĕçĕсем пыраççĕ. Çар службинчен пăрăннă çамрăксем пирки пуçарнă уголовлă ĕçсемпе район сучĕн приговорĕсем вăя кĕнĕ, вĕсене кашнине 50 пин тенкĕрен пысăкрах суммăлăх штраф тỹлеттернĕ.