Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сезона хатĕр

24 сентября 2011 г.

 Юпа уйăхĕн 1-мĕшĕччен - хутса ăшăтмалли сезон пуçланиччен вăхăт нумай тăрса юлмарĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин утă уйăхĕн 21-мĕшĕнче хутса ăшăтмалли сезона хатĕрленсе пурнăçламалли мероприятисен планне палăртса ятарлă Хушу çирĕплетнĕ. Район администрацийĕн капиталлă строительство тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пайĕн ертỹçинчен Н.Петровран палăртнă ĕçсене мĕнле пурнăçлани çинчен каласа кăтартма ыйтрăмăр. - Районти нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакансем хăйсен хваттерĕсене газпа уйрăммăн хутса ăшăтма тытăннăранпа хĕл тапхăрне хатĕрленессинчи ĕçсем чылай ансатланчĕç. Çакă çынсемшĕн хăйсемшĕн те меллĕ. Мĕншĕн тесен халĕ вĕсем централизациленĕ котельнăйран ăшă парасса - юпа уйăхĕн 1-мĕшĕччен кĕтсе ларасси те çук. Хăйсене ăшă кирлĕ чухне - кирек хăш вăхăтра та вĕсем хваттерсенче вырнаçтарнă кăмакасене чĕртсе яма пултараççĕ. Хальхи вăхăтра Октябрь урамĕнчи 12 хваттерлĕ 9-мĕш çурта анчах "кăвак çулăм" уйрăммăн ăшăтмасть. Çак çурта хутса ăшăтакан котельнăя вара чылай маларахах сезона хатĕрлесе çитернĕ. Совет урамĕнчи 17-мĕш çурта çак сезонран тытăнса уйрăммăн электричествăпа хутса ăшăтма тытăнаççĕ. Çапла тума кунта пурăнакансем хăйсем килĕшсе татăлнă. Район центрĕнчи учрежденисем, предприятисемпе организацисем, ял тăрăхĕсенчи шкулсемпе культура учрежденийĕсем те, тĕпрен илсен, хутса ăшăтмалли сезона лайăх хатĕрленнĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика