24 сентября 2011 г.
Авăн уйăхĕн пуçламăшĕнчен тытăнса тăтăш çумăр çуни уй-хир ĕçĕсене пурнăçлама чăрмантарать. Апла пулин те ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсенче уяр кунсенче кĕрхи çĕртме сухи тăваççĕ, çĕр улми кăлараççĕ... Голланди технологийĕпе, "Гримме" фирмăн тулли комплекчĕпе усă курса кăçалхипе пиллĕкмĕш çул çĕр улми çитĕнтерекен "Клевер" ОООн тĕп агрономĕнчен Анатолий Турханран çак çăмăл мар лару-тăрура ял хуçалăх предприятийĕнчи пĕтĕмĕшле ĕç-хĕл, хальхи вăхăтра "иккĕмĕш çăкăра" пухса кĕртесси мĕнле мĕнле пыни çинчен каласа кăтартма ыйтрăмăр. _ Ял хуçалăх предприятийĕн тĕп ĕçĕ _ тĕш тырă тата çĕр улми туса илесси. 560 гектар çинчи пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене кĕске вăхăтра тата тăкаксăр пухса кĕртме пултартăмăр. Асăннă пĕтĕм лаптăкра çумăрсем пуçланичченех кĕрхи çĕртме туса хăварма, унсăр пуçне, ятарласа хатĕрленĕ хура пусă лаптăкĕнче (пурĕ 200 гектар) кĕрхи культурăсем акса хăварма та ĕлкĕртĕмĕр. Кĕр тыррисемшĕн çумăрĕ вăхăтлă та пулчĕ. Тăпрара нỹрĕк çителĕклĕ пулнăран калчасем парка çитĕнеççĕ, хĕл каçма вĕсем лайăх вăй илсе юлмалла. Уяр кунсемпе усă курса паянхи кун тĕлне 50 гектар çинчен çĕр улми кăлартăмăр. Пĕтĕмпе вăл пирĕн кăçал 100 гектар шутланать. Ĕçе комплекслă йĕркелесе пыма пулăшакан çĕнĕ йышши техникăпа усă курман пулсан кăçалхи условире ăна пухса кĕртме çăмăлах килместчĕ. Яланхи пекех чи лайăх вăрлăхсемпе анчах усă курнă пулин те, пытармалли çук, çĕр улмин тухăçĕ, тупăшлăхĕ, малтанхипе танлашаймасть. Иртнĕ çулхи пирки каламăпăр, малтанхи 3 çулта "иккĕмĕш çăкăр" кашни гектартан вăтам шутпа 340-350 центнер тухăç панă пулсан, кăçал çак кăтарту 250-270 центнертан ытла тухмасть. Тухăç мĕншĕн виçĕм çулхинчен пĕчĕкрех-ха? Çакна эпир чи малтан çу уйăхĕсен иккĕмĕш çурринче, шăпах çĕр улми ỹсмелли вăхăтра, çумăрсăр, типĕ çанталăк тăнипе сăлтавлатпăр. Ĕçе комплекслă йĕркеленине пула ĕç алли те нумай кирлĕ мар. Икĕ сменăра пурĕ 25 çын ĕçлет. Сергей Красновпа Александр Федотов комбайнсемпе çĕр улми кăлараççĕ, Александр Пайминпа Валерий Цветков водительсем ăна арккăллă склада турттараççĕ. Кунта çĕр улмине суйласа сортлакан хăватлă агрегатсем вырнаçтарнă. Вĕсене Александр Турханпа Владимир Иванов ĕçлеттереççĕ. Тепĕр ушкăн сортировка витĕр тухакан хатĕр продукцие михĕсене тултарать. Иртнĕ çулсенчи пекех çĕр улмине апат-çимĕçлĕх, вăрлăхлăх туянас текенсем те йышлăн. Ытлашшине çуркунне сутатпăр, ăна упрама хамăрăн хранилище пур. Сăн ỹкерчĕксенче: Германире туса кăларнă "Гримме" фирмăн комбайнĕсемпе çĕр улми кăларма хутшăнакансем;