24 сентября 2011 г.
Иртнĕ çулхи шăрăх çанталăк условийĕнче выльăх-чĕрлĕхе тăрантарма апат хатĕрлессинче пысăк чăрмавсемпе тĕл пулнине шута илсе "Комбайн" ял хуçалăх предприятийĕнче кăçал выльăх апачлĕх культурăсене çитĕнтересси çине пысăк тимлĕх уйăрнă. Малтанхипе танлаштарсан, кукурузăна та икĕ хут ытларах лаптăкра, пурĕ 311 гектар çинче акса хăварнă. "Уй-хир пики" вара нихçанхинчен те тухăçлă çитĕннĕ. Ĕçе кал-кал йĕркелесе пыма тăтăш çăвакан çумăр чăрмантарать. Апла пулин те уяр кунсемпе усă курса кукурузăна 100 гектар çинчен пухса кĕртнĕ. Олег Елисеевпа Венедикт Носов ăна вырса вĕтетеççĕ. Алексей Васильев, Николай Михайлович Головин, Николай Алексеевич Головин, Иван Носов водительсем, Геннадий Фотламов, Александр Павлов, Николай Мазюкин трактористсем хатĕр силоса траншейăсене турттараççĕ.