24 сентября 2011 г.
![Сывлăх сыхлавĕнче - 30 çул Сывлăх сыхлавĕнче - 30 çул](../Home/594//foto/pupina.gif)
1981 çулхи çурла уйăхĕ. Елчĕкри тĕп больницăна тин кăна интернатура пĕтернĕ виçĕ хĕр тухтăр направленипе ĕçлеме килнĕ. Пĕр курсра вĕреннĕ Елчĕк, Шăмăршă, Элĕк хĕрĕсене коллектив хапăл туса йышăннă, çийĕнчех пурăнмалли кĕтес уйăрса панă. Çамрăк акушер-гинеколог ĕçе пуçăнсанах вырăнти пĕр гинеколог хулана малалла вĕренме тухса кайнă, тепри тахçантанпа кĕтекен черетлĕ отпуска васканă. Çапла уйрăмра пĕчченех тăрса юлнă çĕнĕ специалист. Ача çуратакан хĕрарăмсене çеç мар, поликлиникăна тĕрĕсленме килекенсене те вашаватлăн йышăннă Элĕк районĕн хĕрĕ Алиса Петровна. Кабинет умĕнчи вăрăм черете чăтма пултарайман вăл. Апатсăр ĕçленĕ, çапах чирпе аптăраса килнисене чи малтан йышăннă. Савăнăçĕ куç тулли çамрăк врачăн: кашни кунах больницăра "çĕнĕ кайăк" вĕçсе килет, амăшĕсем хăйсене лайăх туяççĕ, тĕпренчĕкĕсен сывлăхĕ çирĕп. - Вăтăр çул каялла çулталăкне 600 яхăн ача кун çути куратчĕ. Ача çураттаракан уйрăм пепкесен сассипе янăраса тăратчĕ. Пурнăç малалла шунине ăнланаттăнччĕ ун чухне. Ывăл-хĕрне алла илнĕ хĕрарăмăн телейĕшĕн епле хĕпĕртеттĕмĕр, - тет А.Пупина. Алиса Петровна патĕнче пулман хĕрарăм çуках пулĕ районта. Ытти врачсем пур чухне те амăшĕсем йышăнăва ун патне кĕме тăрăшаççĕ. Хăйĕн ĕçне тĕплĕ пĕлекен, чир-чĕре тĕрĕс палăртакан специалист малтанах йывăр çын хĕрарăмсене тĕрĕслет, унтан - ыттисене. Кунне темиçе вун çынна йышăнать. Çăмăл мар акушер-гинеколог ĕçĕ. Калăпăр, тепĕр врачăн ĕç кунĕ пилĕк сехетре вĕçленет. Вăл палăртнă вăхăт çитсен çемйине васкать. Акушер-гинеколог патне вара юн кайнипе аптăранă е ачине йывăррăн çуратакан хĕрарăма ĕç кунĕ вĕçленнĕ вăхăтра илсе пынă. Ун пек тĕслĕхсем пайтах пулнă. Операци миçе сехете тăсăлнине, хăçан килне каяссине пĕлеймест тухтăр. Е тата культура çуртĕнче концерт курнă çĕртен, уяв кĕрекинчен, килти ĕçсене пурнăçланă вăхăтра больницăна чĕнсе илеççĕ. Çапах та кирек мĕнле лару-тăрура пулсан та чирлĕ хĕрарăм патне васканă Алиса Петровна. Асра юлнă йывăр операцисен шучĕ те çук. Алиса ятлă хĕр ачасем районта сахал-и? Вĕсене амăшĕ юратнă врача хисеплесе çапла ят хунă. Сăпайлă врач операци тунă çĕрте хирургсем пысăк пулăшу панине, вĕсемпе туслăн, алла-аллăн килĕштерсе ĕçленине палăртать. Ку енĕпе вĕсем республикăра та ырă ят çĕнсе илнĕ. Хĕрарăмсен тухтăрне арçынсем те хисеплеççĕ. Темиçе çул ача алла илеймен мăшăрĕсене Алиса Петровна сиплесе халĕ пĕчĕк тĕпренчĕкĕпе пĕрле тав тунине пĕрре мар илтнĕ. Виçĕ çул районта пĕртен-пĕр акушер-гинеколог пулса ĕçлерĕ. Ывăнса çитсен те хаш! сывланине палăртман вăл. Утса çỹреме пĕлмест вăл, шав малалла ыткăнать. Гинекологи, ача çураттаракан уйрăмри медицина ĕçченĕсем Алиса Петровна сасă хăпартса калаçнине илтмен. Чирлисемпе те çепĕç вăл ялан. Пĕрремĕш категориллĕ тухтăр пулас амăшĕсене сипленипе пĕрлех, вĕсене тĕрлĕ ырă канаш-сĕнỹсемпе пулăшать. УЗИ аппарачĕпе те хĕрарăмсене хăех тĕрĕслет. Район хаçачĕпе те туслă çыхăну тытать, сывлăх клубне ертсе пырать, шкул ачисем умĕнче лекцисем вулать. Çав вăхăтрах коллективри конкурс-тупăшусенчен пăрăнмасть. Хĕрарăмсен районти фестивалĕсенче йĕлтĕрпе ăмăртать, призлă вырăнсене çĕнсе илет. Ĕçе те ытларах чухне велосипедпа çỹрет. Районти хĕрарăмсене сывă пурнăç йĕркипе пурăнма чĕнет. Кил-тĕрĕшре пахча çимĕç нумай çитĕнтереççĕ, хур-кăвакал йышлă усраççĕ Пупинсем. Хĕлле валли компот, варени, тĕрлĕ солянка хатĕрлеме ăста кил хуçи хĕрарăмĕ. Пушă вăхăт тупăнсанах классиксен произведенийĕсене алла тытать. Алиса Пупина тивĕçлĕ канăва тухмалли вăхăт çитнине сиссе те юлайман. - Куç хупса иртнĕн шуса иртрĕç çулсем. Юлташ хĕрĕ сĕннипе инçете ĕçлеме килтĕм те кунтах хунав ятăм. Шăпа çапла килсе тухнишĕн ỹкĕнместĕп,- тет вăл паян тăван-пĕлĕшĕсене, юлташĕсене, кỹршĕ-аршăсене юбилей кĕрекине пуçтарса. Виçĕ теçетке çул хушшинче сăваплă ĕçпе хисепе çĕнсе илнĕ тухтăр савнă çыннине качча тухма, виçĕ ача çуратса пурнăç çулĕ çине кăларма ĕлкĕрнĕ.
Сăн ỹкерчĕкре: А.Пупина пулас ачапа амăшĕн сывлăхне тĕрĕслет.