24 сентября 2011 г.
![Килти пек туяççĕ Килти пек туяççĕ](../Home/594//foto/sadik.gif)
Чылай çул хупă тăнă ача сачĕ çĕнĕрен ĕçлеме пуçланăранпа ултă çул çитрĕ. "Илемпи" ача садне Турхан, Аслă Шăхаль, Кĕçĕн Шăхаль, Çĕнĕ Пăва ялĕсенчен пурĕ 40 пепке çỹрет. Çулталăк çурăран пуçласа çичĕ çула çитичченхи пепкесем çирĕп сывлăхлă, тĕреклĕ çитĕнччĕр, шкула кайиччен ачалăх тĕнчипе тĕпрен паллашчăр тесе хамăртан килнине пĕтĕмпех тăватпăр. Воспитатель ĕçĕ çăмăл мар. Яваплăхĕ вара питĕ пысăк _ ăна ача шанса параççĕ-çке. Мĕн тери тỹсĕмлĕ пулмалла тата! Малашне шăпăрлансене воспитани паракансен шалăвне те ỹстерни, паллах, савăнăç кỹрет. Пирĕн коллектив питĕ çирĕп. Эпир пĕр-пĕрне ăнланса ĕçлетпĕр. Воспитательницăсем виççĕн. А.Смирнова, О.Круглова улттăмĕш çул кунта. М.Алексеева вара кăштах каярах килнĕ. Пепкесен аслă аппăшĕсем вырăнĕнче вĕсем. Ачасем юратнинчен, ашшĕ-амăшĕ хисепленинчен ырри мĕн пултăр тата пирĕншĕн. Тăрăшуллă педагогсем ачасен ăс-тăнне аталантарас, ỹт-пĕвне пиçĕхтерес, сывлăхне упрас тесе тĕрлĕ мероприятисем йĕркелеççĕ. Хальхи вăхăтра кĕрхи бала хатĕрленетпĕр. Районти смотр-конкурссенче тупăшатпăр, спорт ăмăртăвĕсене хутшăнатпăр. "Пăва çăлтăрĕ" эстрада юррисен фестивалĕнче те шăпăрлансем хаваспах сцена çине тухаççĕ. Тăрăшуллă воспитательсем ачасене вĕрентекен, аталантаракан тĕрлĕ конкурс-ăмăртура тупăшма хăнăхтарса пыраççĕ. Шкул парти хушшине лариччен вĕсем ĕçченлĕхе, сăпайлăха, чăтăмлăха хăнăхса пыраççĕ. Иртнĕ вĕренỹ çулĕнче 12 ачана шкула ăсатрăмăр. Вĕсем садикрен вулама, шутлама вĕренсе тухаççĕ. Ашшĕ-амăшĕн тав сăмахĕсене илтме кăмăллă. Халăх вĕрентĕвне, сăмахлăхне тĕпе хурса воспитани парасси çине пысăк тимлĕх уйăратпăр. Садикрен тухса каякан ача чăваш халăхĕн ĕмĕртен пыракан ырă йăли-йĕркисемпе, сăвви-юррисемпе, ташши-çеммипе, вăййисемпе, ăмсанмалла хитре чăваш тĕррисемпе паллашать. Садикре ачасем валли килти пек хăтлă лару-тăру йĕркелес тесе тимлессине тĕп вырăна хуратпăр. Тĕрĕссипе, пĕчĕкскерсем кунĕпе пирĕнпе пĕрле, киле çывăрма кăна каяççĕ. Халăх вĕрентĕвĕ урлă воспитани панă чухне чи малтанах атте-анне килне юратма вĕрентетпĕр. Мĕншĕн тесен шăпăрлансене ăс парас, ырра вĕрентес ĕçĕн вучахĕ тата тĕп вырăнĕ тăван кил-йыш пулса тăрать-çке. Çавăнпа та пĕчĕкскерсен чунри канлĕхĕ те, туйăмĕсен шайлашулăхĕ те, вĕсем пĕлỹ, илем патне туртăнасси те, туслăха хаклама, аслисене хисеплеме хăнăхасси те садикри педагогсенчен нумай килет. Воспитательсене пулăшакансем В.Ефремовăпа Н.Волкова, Т.Мартышкина медсестра, Н.Смирнова повар, Т.Мударисова завхоз хăйсен тивĕçĕсене чун хушнă пек пурнăçлаççĕ. Садикри аталану программине вĕренỹ стандарчĕсемпе килĕшỹллĕн йĕркелетпĕр. Çĕнĕлĕхсене, паянхи информаци технологийĕсене ĕçе кĕртсе пыратпăр. Кăçал эпир Чăваш Республикин Президенчĕн 200 пин тенкĕлĕх грантне çĕнсе илтĕмĕр. Унпа эпир сĕтел-пукан, вăйă оборудованийĕ, ноутбук туянасшăн. Шкулчченхи ỹсĕмрисемпе ĕçлеме пурлăхпа техника базине пуянлатса пыма тăрăшатпĕр. Пĕчĕкскерсене аталантарма кирлĕ хатĕрсем пур, Интернета тухатпăр. Ушкăнсенчи хăтлăхшăн çеç мар, садик территорийĕнчи тирпей-илемшĕн те тăрăшатпăр. Çуркуннерен пуçласа мĕн хура кĕркуннечченех пахчара тĕрлĕ чечек ешерет. Садике ашшĕ-амăшĕ, попечительсен канашĕ нумай пулăшать. Уйрăмах О.Ильина, С.Иванов, Г.Бобров, А.Павлов ăшă сăмахсене тивĕçлĕ. "Промсервис" ЗАО НПО, "Перекресток" ООО, "Сатурн", "Колос" ял хуçалăх кооперативĕсем шкул çулне çитмен ачасен пурнăçĕнчен аякра тăмаççĕ. Вĕсен ертỹçисем садикре час-часах пулаççĕ, çивĕч ыйтусене вăхăтра татса пама пулăшаççĕ. Ырă кăмăллă ертỹçĕсене, уйрăмах Ю.Титова коллектив, ашшĕ-амăшĕ ячĕпе тав сăмахĕ калатпăр.
Сăн ỹкерчĕкре: О.Круглова воспитательница занятире.