Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çивĕч ыйтусене хускатрĕç

24 сентября 2011 г.

Авăн уйăхĕн 21-мĕшĕнче Елчĕк районĕнче Пĕрлехи информаци кунĕ иртрĕ. Тĕрлĕ ял тăрăхĕнче пулнă май информаци кунне хутшăннă ушкăнсем халăхпа курнăçрĕç, ял çыннисен ыйтăвĕсене хуравларĕç. Федерацин налук службин Чăваш Республикинчи управленийĕн ертỹçин çумĕ О.Никина хутшăннă ушкăн чи малтанах Александр Леонтьев предприниматель йĕркеленĕ "Василек" çĕвĕ цехĕнче (вăл Елчĕкри çăкăр завочĕн çуртĕнче вырнаçнă) ĕçлекенсемпе тĕл пулчĕ. Унтан Ольга Михайловна Елчĕкри техника инвентаризацийĕн бюровĕн, Елчĕкри 44-мĕш номерлĕ пушар хурал чаçĕн тата ун çумĕнче хута кайнă дежурствăпа диспетчер службин коллективĕсемпе курнăçрĕ. Сăмах май, дежурствăпа диспетчер служби талăкĕпех ĕçлет. Унăн тĕп тĕллевĕ _ пушар, ытти инкек-синкек сиксе тухсан е хăрушлăх пулсан тивĕçлĕ службăсене вăхăтра пĕлтересси. Инкек-синкекре асăннă службăна "01" е "2-50-01" номерсемпе, карас телефонĕ урлă тỹлевсĕр "112" номерпе шăнкăравламалла. Чăваш Республикин вĕренỹ тата çамрăксен политикин министрĕн çумĕ С.Петрова, район пуçлăхĕ Р.Молодова, Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçласа пыракан Л.Левый хутшăннă ушкăн Каркалар ялĕнче хута кайнă фельдшерпа акушер пунктне уçма хутшăнчĕç. Иртнĕ çул Каркаларти фельдшерпа акушер пункчĕ вырнаçнă çурт çунса кайнăччĕ. Пур йывăрлăха пăхмасăр асăннă ялти сывату учрежденине çĕнĕрен хута яма район бюджетĕнчен укçа-тенкĕ тупма пултарнă ертỹçĕсем. Елчĕкри "Стройэнергосервис" ООО ĕçченĕсем Каркаларти пушă ларакан çурта тĕпрен юсаса çĕнĕ сăн кĕртнĕ хыççăн ял халăхĕ пур енлĕ пахалăхлă медицина пулăшăвĕ илме май паракан çуртлă пулса тăчĕ. Район центрĕнчен самай аякра вырнаçнă ялсем çакăн евĕр медицина учрежденийĕсемпе пуянланса пынине ырламаллине, граждансене лайăх пахалăхлă медицина пулăшăвĕ парасси наци сывлăхне сыхласа хăварма май панине Чăваш Республикин Президенчĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче те асăннине палăртрĕç районта ĕçлĕ визитпа пулнă ертỹçĕсем.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика