Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кĕркунне те илемлĕ

24 сентября 2011 г.

Ял илемĕ кунта пурăнакансенчен, вĕсем илемшĕн мĕнле тăрăшнинчен килет. Таяпа Энтринчи асфальт сарнă урамра пурăнакансем кăçал, чăннипех, хăйсем пурăнакан вырăн тирпейлĕ те илемлĕ пултăр тесе нумай тăрăшрĕç. Çуркунне çĕр типсен пурте хăйсен умĕсене шăлса тасатрĕç, тĕрлĕ ăпăр-тапăра шала пуçтарса кĕртрĕç, ашкăрса ỹсекен çум курăксене те тăтăшах çулса тăчĕç. Çавна май урамра чĕмчен курăкĕ анчах илемлĕн ешерчĕ. Вĕсене курса ытти касра пурăнакансем те хăйсен çурчĕсен таврашĕсене çакăн пек тирпейлесе тăчĕç. Таяпа Энтри çамрăкĕсем юлашки çулсенче пĕр-пĕрне курса умри пахчасенче илемлĕ чечексем нумай акса ỹстерме тытăнчĕç. Чылай çынсен пахчисенче çуркуннерен пуçласа мĕн хура кĕркунне çитичченех чечексем çеçке çураççĕ. Çуркунне пионсемпе тюльпансем, çулла розăсемпе гладиолуссем, кĕркунне циннисемпе астрăсем, георгинăсем куçа илĕртеççĕ. Пирĕн касри М.Морозова, Е.Щипцова, А.Спиридонов, Л.Яковлева, В.Марышева, Е.Морозова, Л.Волкова, Л.Петрова, И.Ласточкина, О.Михайлова, М.Иванова, Н.Иванова кăçал та хăйсен умĕнчи пахчасенче илемлĕ чечексем ỹстерчĕç. Пурнăç пĕрре килет, пурлăх пуçтарнипе анчах мар, культурăллă, тăван тавралăх илемĕпе тасалăхĕшĕн пурăнма пĕлнипе те палăрасчĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика