Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Наркомание хирĕç кĕрешесси çине

24 сентября 2011 г.

ШĔМĕн районти шалти ĕçсен пайĕ çулсеренех пысăк тимлĕх уйăрать. Çавна май районта "Мăкăнь" операци ирттерессине йăлана кĕртнĕ. Асăннă операцие çулсеренех темиçе тапхăрпа йĕркелеççĕ. Хальхи вăхăтра операцин 2-мĕш тапхăрĕ пырать. Вăл çурла уйăхĕн 1-мĕшĕнче пуçланнă, юпа уйăхĕн 31-мĕшĕнче вĕçленет. Операци вăхăтĕнче йĕрке хуралĕн ĕçченĕсем ятарлă рейдсем йĕркелеççĕ, тĕрĕслевсем ирттереççĕ. Халăха пĕлсе тăма çакна палăртса хăварасшăн. Саккуна пĕлменни яваплăхран хăтармасть. Енчен те пахчара е кил картинче ăнсăртран мăкăнь е кантăр çитĕнет пулсан, ăна тĕпĕ-йĕрĕпе кăкласа ывăтăр. Унсăрăн саккун умĕнче явап тытма тивĕ. Ырă мар шухăшлă çынсем ачасене укçа-тенкĕпе илĕртсе асăннă ỹсен-тăрансене татса пама ыйтнă тĕслĕхсем пулнине шута илсе, çамрăксене те уйрăмах асăрхануллă пулма ыйтас килет. Ялсенче палламан, сисчĕвлентерекен çынсене асăрхасан йĕрке хуралĕн ĕçченĕсене пĕлтерме ыйтатпăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика