Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçлев служби пуласлăха шанма, ĕçе вырнаçма пулăшать

24 сентября 2011 г.

Ĕçлев служби пуласлăха шанма, ĕçе вырнаçма пулăшать Чун ыйтакан тата пултарулăха кура суйласа илнĕ ĕçре кашниех хăйне хăтлă та шанчăклă туять, ыранхи куна çирĕп шанать. - Çавăнпа та çыннăн пурнăçри хăйĕн вырăнне тупас тесен кăмăл туртăмне тата этемлĕх пахалăхĕн хаклавĕсене шута илсе ĕç вырăнĕ тупма тăрăшмалла, - палăртать Елчĕк районĕнчи халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрăн ертỹçи Марина Васильева. - Шăпах çак тĕллеве тĕпе хуратпăр та вăхăтлăха ĕçсĕр юлнă çынсене ĕç сĕннĕ, е професси илес тĕллевпе вĕренме янă май. Пирĕн тĕп тĕллев халăха вĕренме ярасси, вĕренсе тухнă хыççăн ĕçе вырнаçма пулăшасси анчах мар, паянхи ĕç рынокĕ ыйтакан професси илме пулăшасси те. Професси тĕнчи вара чăннипех анлă. Специалистсем пирĕн çĕр-шывра анчах 7000-е яхăн специальноç пулнине çирĕплетеççĕ. Пурнăç улшăннă май пĕрисем манăçа тухса пыраççĕ, теприсем çуралаççĕ. Чылай чухне пурнăçра çапла килсе тухать. Хăшĕсем профессие тантăшĕсенчен юлас килменнипе е çавнашкал ытти сăлтава кура суйлаççĕ. Çапла вара вĕренсе тухсан специалистăн вăл е ку ĕçре тăрăшас килмест е çакăн евĕр професси ĕç рынокĕнче ытлашши нумай. Рынок ыйтакан профессисем пирки ĕçлев центрĕн ĕçченĕсем халăха тĕрлĕ профориентаци мероприятийĕсем урлă пĕлтереççĕ. Професси тĕнчипе анлăрах паллаштарас, пулас специальноçа тĕплĕн суйласа илме пулăшас тĕллевпе ĕçлев служби кăçал сахал мар ĕç пурнăçланă. Халăх, уйрăмах çамрăксем, професси, вĕренỹ заведенийĕ, ĕç рынокĕ пирки мĕн чухлĕ ытларах тĕшмĕртеççĕ, хăйсен малашлăхри çул-йĕрне çивĕч ăс-тăнпа, çиччĕ виçсе пĕрре касма хушакан сĕнỹпе палăртаççĕ. Çулталăк тăршшĕпе уçă алăксен кунĕсем йĕркелени, ĕç шыракансене ĕçпе тивĕçтерекенсемпе, ăнăçуллă предпринимательсемпе тĕл пулма майсем туса пани, професси суйлассипе çыхăннă калаçусем, профориентаци вăййисем, тренингсем ирттерни ырă витĕм паратех. Тестсенче тĕрĕсленме май туса панă чух, сăмахран, пĕр тĕрлĕ професси суйланă çын пачах урăх енĕпе ăста пулни палăрнă тĕслĕхсем те сахал мар пулнине хыпарлать Марина Геннадьевна. "Акă мĕншĕн хамăн ĕçрен нихăçан та хавхалану илеймен иккен эпĕ", _ тĕлĕнеççĕ вара вĕсем. Çапах та ĕçсĕррисен ытларах пайĕ хăйсене хăш професси кирлине маларахах туять тата пĕлет. Тренингсем те ĕçсĕррисене пысăк пулăшу параççĕ. Вĕсене ирттерме эпир тĕп хулари "Аспект" вĕренỹпе методика центрĕнчен пысăк опытлă психологсене чĕнсе илетпĕр. Кăçал çуллахи тапхăрта центра тĕрлĕ шайри вĕренỹ заведенийĕсенчен вĕренсе тухнисене, профессисĕр яшсемпе хĕрсене, тĕрлĕ шайри вĕренỹ учрежденийĕсенче пĕлỹ илекенсене йыхравласа "Хăвна хăв калăпла", "Ăнăçу технологийĕ", "Малашлăх санăн аллунта", "Тĕллеве пурнăçла" тата ытти тĕрлĕ ятсемпе иртнĕ тренингсем пирки те кăштах чарăнса тăрар. Вĕсем ĕçсĕр граждансене профориентаци енĕпе пулăшнисĕр пуçне хỹтлĕхлĕ туйма май параççĕ. Ĕç вырăнĕсĕр юлни çынна кулянтарать, хумхантарать, унăн чун канăçлăхĕ çухалать, хăйне никама кирлĕ мар пек туйма пуçлать. Шăпах çакăн евĕр тренингсенче вĕсем специалистсем пулăшнипе çĕнĕ ĕç вырăнĕ тупассинче хăйсен пуçарулăхне ỹстерме хăнăхаççĕ, резюме йĕркелеме, ĕç параканпа ĕçлĕ калаçу ирттерме, ĕç тупассинче чăрмав кỹрекен çитменлĕхсене пĕтерме, хăйсен япăх е лайăх енĕсене туллин ăнланма, ăнăçăва шанма тата пурнăçра шанчăклăн туйма хăнăхаççĕ. "Пурнăç çине пачах урăх куçпа пăхма вĕрентрĕç пире тренингсенче", _ тенине илтме пулать чылайăшĕнчен. Ĕçлев службин специалисчĕсем ирттернĕ мелсемпе усă курнă хыççăн центр клиенчĕсенчен нумайăшĕ ĕçе вырнаçма пултарниех специалистсен тăрăшăвĕ харама кайманнине пĕлтерет. Пурнăç улшăнса пынă май ĕçсĕррисене электронлă пулăшупа тивĕçтерессине кăçалхи çурла уйăхĕн 1-мĕшĕнчен ĕçе кĕртнине те палăртать Марина Геннадьевна. Центра электрон почтипе çыру ярса йышăнăва çырăнма, общество ĕçне хутшăнмашкăн заявлени çитерме, ытти пулăшупа усă курма пулать. Ку чухне пĕртен-пĕр услови - ăна çыракан çыннăн электронпа цифра мелĕпе алă пусни пулмалла. Мĕнлерех пулăшусемпе тивĕçтереççĕ служба ĕçченĕсем электрон мелĕпе? Çакăн евĕр мелпе чи малтанах çак çăмăллăхсене илме пулать: обществăн тỹлевлĕ ĕçĕсене хутшăнасси пирки заявлени çырма тата ăна йĕркелессипе çыхăннă информацие илме; 14-18 çулсенчи ачасене каникул вăхăтĕнче тата пуçламăш, вăтам пĕлỹ учрежденине пĕтерсе пĕрремĕш хут ĕç шырама пикеннĕ 18-20 çулсенчи яшсемпе хĕрсен вăхăтлăха ĕçе вырнаçма; граждансене хăйсене кирлĕ ĕç тупма тата ытти те. Центр ĕçченĕсем хăйсенчен пулăшу ыйтакан кашни çыннах тарават кĕтсе илсе пулăшма тăрăшаççĕ, ĕçсĕр юлсан тỹрех хуçăлса-пăшăрханса ỹкмелле маррине, патшалăх çакăн евĕр çынсене пулăшу аллине вăхăтра тăсса панине пĕлтереççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика