24 сентября 2011 г.
Кĕр кунĕсем çитнĕ май выльăх-чĕрлĕх хуçисене уйрăмах тимлĕ пулма ыйтас килет. Мĕншĕн тесен шăп çак вăхăтра выльăх-чĕрлĕх вăрласси йышланать. Кăçал республикăри 5 районта - Куславкка, Красноармейски, Етĕрне, Çĕмĕрле, Çĕрпỹ районĕсенче выльăх-чĕрлĕх çухалнă тĕслĕхсем пулнă. Тĕп сăлтавĕсем вара хуçисен тимсĕрлĕхĕнче, сыхлăхпа асăрханулăх йĕркисене пăхăнманнинче. Выльăх хуçисем ытларах чухне ĕни-вăкăрĕсене, ытти выльăхĕсене ялтан самай инçе вырнаçнă улăх-çарансене кайса кăкарса хураççĕ е ирĕке яраççĕ, вĕсем пирки каç пуласпа анчах аса илеççĕ. Тепĕр сăлтав - ял хуçалăхĕсем хуралçă тытма укçа-тенкĕ хĕрхеннинче е çак ĕçе ответлăха туйман çынсене шаннинче. Асăннă сăлтавсем вара "кукăр" алăллисемшĕн питĕ меллĕ. Пурлăхшăн хамăр яваплă пуласчĕ. Ун пирки ăна çухатнă хыççăн мар, маларах шухăшласчĕ.