Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕре ан варала, унта тыр-пул ỹстĕр

21 сентября 2011 г.

 Район прокуратури "Рассвет" ял хуçалăх производство кооперативĕ çĕр çинчен калакан саккунсене мĕнле пурнăçланине тĕрĕсленĕ. Тĕрĕслев вăхăтĕнче хуçалăх пĕрремĕш пусă çаврăнăшĕн 5-мĕш уйĕнчи ял хуçалăхĕнче усă куракан, нумай çул ỹсекен курăксен 0,50 гектар лаптăкĕ çине ирĕк илмесĕр мăйракаллă шултра выльăхсен навусне тăкса тултарнине тупса палăртнă. Хуçалăх ертỹçи çак лаптăка мăйракаллă шултра выльăхсен чĕрĕ тислĕкне тăкма ирĕк паракан документсем илмен. Çапла майпа Раççей Федерацийĕн Çĕр кодексĕн 12 тата 42-мĕш статйисен требованийĕсене тата çĕр çинчен калакан ытти саккунсене сĕмсĕррĕн пăснă. Кунсăр пуçне 5-мĕш уйри 2 гектар лаптăка 3 çул ĕçлесе хатĕрлемен, унта çум курăк тата йывăç тĕмĕсем ỹссе кайнă. Тĕрĕслев итогĕсемпе "Рассвет" ЯХПК председателĕ тата тĕп агрономĕ тĕлĕшпе РФ КоАПăн 8.6 тата 8.7 статйисен 2-мĕш пайĕсемпе килĕшỹллĕн административлă право йĕркисене пăсни çинчен ĕç пуçарнă. Айăпа кĕнисене административлă майпа явап тыттарнă, штрафланă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика