21 сентября 2011 г.
Район администрацийĕнче спорт енĕпе ĕçлекен специалист уйăрса лартма шутлаççĕ-и?
В.В.КОЖЕВНИКОВ. Кивĕ Эйпеç.
Елчĕк районĕнче патшалăхăн тата муниципалитетăн шутланакан спорт учрежденийĕсен инфраструктури йĕркеленнĕ. Вăл муниципалитет районĕнче физкультурăпа спорт аталанăвĕн никĕсĕ шутланать. Спорт резервĕсем хатĕрлес, пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулсенче вĕренекенсем тата предприятисемпе организацисенче çитĕннисем хушшинче физкультурăпа сывлăх, массăллă спорт мероприятийĕсем, районта ăмăртусем йĕркелес, республикăри ăмăртусене явăçтарас тĕлĕшпе А.В.Игнатьев ячĕллĕ ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕ (унăн штатĕнче 9 тренер-преподаватель шутланса тăрать), "Улăп" физкультурăпа сывлăх комплексĕ (унăн штатĕнче 2 тренер-инструктор), пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан 22 шкулти 17 физкультура учителĕ ĕçлеççĕ. А.В.Игнатьев ячĕллĕ ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕнче, республикăри ытти муниципалитет районĕсенчи спорт шкулĕсемпе танлаштарсан, директор çумĕн ставки пур. Çавăнпа та районта физкультурăпа спорта малалла аталантарассинче педагогика кадрĕсене пĕр чăмăра пĕрлештерсе çитĕннисем хушшинче физкультурăпа спорта аталантарас ыйтусене йĕркелесе пырас ĕçе А.В.Игнатьев ячĕллĕ ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн директорне В.В.Кудряшова, ачасемпе çамрăксен спорт системине аталантарса, ỹстерсе пырассине А.В.Игнатьев ячĕллĕ спорт шкулĕн директорĕн çумне Р.Н.Григорьева шаннă.