21 сентября 2011 г.
Çĕр пайĕсемпе уйрăлса тухса хресчен (фермер) хуçалăхĕ йĕркелесшĕн. Пире мĕнле çăмăллăхсем кĕтеççĕ? Техника илме кредит уйăраççĕ-и?
Б.ГАВРИЛОВ, предприниматель.
Анатри Тимеш. Кăçалхи 7 уйăхра районти хресчен (фермер) хуçалăхĕсене, ял хуçалăх предприятийĕсене пулăшса 57,8 миллион тенкĕлĕх пулăшу панă. Хресчен (фермер) хуçалăхĕсене ял хуçалăх техникине туянма нумай вăхăтлăха кредит уйăраççĕ. Кредит программине кура унăн вăхăтне 10 çула çити палăртаççĕ. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн 2010 çулхи раштав уйăхĕн 29-мĕшĕнчи 551-мĕш номерлĕ йышăнăвĕпе килĕшỹллĕн, ял хуçалăх продукчĕсем туса кăларакансене, АПК организацийĕсене кредитсемпе усă курнăшăн тỹлекен процентсене саплаштарма субсиди параççĕ. Унсăр пуçне субсидисем тỹлеççĕ:
- минераллă удобренисем туяннăшăн;
- ỹсен-тăрансене хỹтĕлеме хими им-çамĕсене туяннăшăн;
- элита вăрлăхсем туяннăшăн;
- пысăк ăратлă выльăх-чĕрлĕх туяннăшăн;
- ял хуçалăх культурисене, нумай çул ỹсекен культурăсене, ỹсен-тăрансене страхланăшăн тухакан тăкаксен пĕр пайне саплаштарма;
- тăпра пахалăхне ỹстерме ирттернĕ мероприятисене пурнăçлама тухакан тăкаксен пĕр пайне саплаштарма;
- уйрăм хресчен (фермер) хуçалăхĕнче сĕт-çу фермисене аталантарма каякан тăкаксен пĕр пайне саплаштарма;
- йывăç-тĕмсене ỹстерме каякан тăкаксен пĕр пайне саплаштарма;
- ял хуçалăх производствине çĕнĕ технологисене, çав шутра çĕре шăваракан системăсене ĕçе кĕртнĕшĕн ял хуçалăх продукцине туса кăларакансем тăкакланă укçа-тенкĕн пĕр пайне салаштарма.