21 сентября 2011 г.
Районти ял хуçалăх предприятийĕсенче кашни ĕнерен талăкра вăтамран 13,9 килограмм сĕт сăваççĕ. Çакă, иртнĕ çулхи авăн уйăхĕн 19-мĕшĕнчи кăтартусемпе танлаштарсан, 0,3 килограмм ытларах. Чи пысăк сăвăм "Сатурн" ЯХПКра (18,5 килограмм), "Рассвет" ЯХПКра (18 килограмм), "Победа" ОООра (17,7 килограмм). "Родник" а/ф", "Аранчеево", "Арланово" ОООсенче талăкри сăвăм 7 килограмран та иртеймест. Çакă ертỹçĕсене, специалистсене чыс кỹмест.