Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнĕлĕхсем пурнăçа кĕреççĕ

21 сентября 2011 г.

Çĕнĕлĕхсем пурнăçа кĕреççĕ

Иртнĕ эрнере выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче ĕçлекенсен районти семинар-канашлăвĕ пулса иртнĕ. Унта выльăх-чĕрлĕх отраслĕн 8 уйăхри ĕç кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ, вĕсенче фермăсене хĕле хатĕрлессипе мĕнле ĕçленине хак панă, ветеринари ĕçĕпе çыхăннă ыйтусене сỹтсе явнă. Тĕп ыйтусемпе район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн начальникĕ П.Тремасов тата выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен районти ветеринари станцийĕн ертỹçи А.Скворцов тухса калаçнă. Семинар-канашлу ĕçне район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин пĕтĕмлетнĕ. Районти семинар-канашлăва "Победа", "Прогресс", "Яманчурино" ял хуçалăх предприятийĕсен никĕсĕ çинче ирттерни ахальтен мар. "Победа ОООра тата акционерсен "Прогресс" обществинче выльăх-чĕрлĕх фермисене тĕнче шайĕнчи стандартсемпе килĕшỹллĕн реконструкци тăвасси çине иртнĕ çулсенченех пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Вĕсенчен курса çĕнĕлĕхсене пурнăçа кĕртессипе кăçал "Яманчурино" ОООра та курăмлă ĕçсем туса ирттернĕ. Ял хуçалăх предприятийĕн ертỹçи В. Рахмуллин палăртнă тăрăх, ĕçе çỹллĕ шайра тата тухăçлă йĕркелесе пырас тесен экономикăри пур отрасле те модернизацилемелле. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин та кăтартуллă ĕçлесе пыракан ял хуçалăх предприятийĕсем пирки тĕплĕнрех, уçăмлăрах каласа кăтартма хистет. - Пĕр-пĕринчен курса вĕренер, паха тĕслĕхе алла илер, - тет вăл. Çакăн пек семинар-канашлусем йĕркелесе ирттерни, чăннипех, усăллă. "Победа", "Прогресс" тата "Яманчурино" ял хуçалăх предприятийĕсен мал ĕмĕтлĕ ертỹçисем - Н.Головинпа П.Скворцов, В.Рахмуллин та çĕнĕ технологисене ĕçе кĕртессин вăрттăнлăхĕсене алла илес тĕллевпе Чăваш Енри малта пыракан ял хуçалăх предприятийĕсене анчах мар, Беларуç Республики таранах çитсе курнă. Вырăнсенчи майсене шута илнĕ, лару-тăрăва уçăмлатнă хыççăн çанă тавăрса фермăсенче реконструкци ĕçĕсене пуçарса янă. Халĕччен мĕн туни, пикенсе ĕçленин кăтартăвĕсем пурте çынсен куçĕ умĕнче. "Победа" ОООра кĕске вăхăтрах нумай ĕç тума ĕлкĕрнĕ. Чи малтан кунта сăвакан зала хута янă. Çав вăхăтран тытăнса вĕсем ĕнесене хĕлĕн-çăвăн виçĕ хутчен сăвассине йĕркеленĕ. Ун хыççăнах тĕпрен юсаса çĕнетнĕ витере пăруламалли ĕнесемпе çамрăк пăрусене вырнаçтарнă. Ял хуçалăх предприятийĕнче çак тапхăрта мăйракаллă шултăра выльăхсен пĕтĕмĕшле хисепне, çав шутран сăвакан ĕнесене те ỹстерсе анчах пынă. Йышлă ĕне выльăха паянхи кун ыйтăвĕсене тивĕçтермелли хăтлă условисенче усрас тĕллевпе иртнĕ çул пĕр витене, кăçал иккĕмĕш витене тĕпрен реконструкци тунă. Çĕнĕ технологипе усă курса реконструкци тунă витесенчи ĕнесене кăкармаççĕ, кашни ĕне уйрăм боксра выртать. Кунта тислĕк кăларакан çĕнĕ йышши транспортерсем вырнаçтарнă. Унчченхи бетон урайне резина матсемпе улăштарнă. Çак ĕçсене пурнăçлама ял хуçалăх предприятийĕ банкран пĕр пус та илмен, хуçалăх укçи-тенкиех çитнĕ. - Пурнăçланă ĕçсемпе лăпланса ларма шутламастпăр. Çитес çул ĕнесене лагерьтех сума палăртатпăр, çак тĕллевпе ансатрах мелпе унтах сăвакан тепĕр зал тума палăртатпăр, - тет хуçалăх ертỹçи Н.Головин. Ял хуçалăх предприятийĕн тĕп çул-йĕрĕ - выльăх-чĕрлĕх отрасльне аталантарасси. Çакна тĕпе хурса мăйракаллă шултăра выльăхсене, çав шутран сăвакан ĕнесен хисепне 400 пуçа çитерме палăртаççĕ. Çак тĕллеве пурнăçлама кунта майсем çителĕклĕ. Хăтлă, паянхи пурнăç ыйтнине тивĕçтерекен витесем пирки каларăмăр ĕнтĕ, унсăр пуçне, кунта кашни çул выльăхсене тăрантарма çирĕп апат никĕсĕ хывса хăвараççĕ. Çавна май продукци туса илесси те пысăк. Кăçалхи 8 уйăхра та кашни ĕнерен 4627 килограмм сĕт сунă.Çулталăк вĕçленнĕ тĕле çак кăтарту 7000-7100 килограмран кая мар пулмалла. Фермăри ĕне выльăхсене тулăх рационпа тăрантарнăран туса илекен продукцин пахалăхĕ те тивĕçлĕ шайра. Акционерсен "Прогресс" обществинче выльăхсен хисепĕ районĕпе илсен ахаль те чи пысăкки. Сысна ĕрчетни тупăшлă пулнине ăнланакансем малашне вĕсен хисепне 8000 пуçа çитерме палăртаççĕ. Çакăн валли кунта пур майсем те çителĕклĕ. Иртнĕ çул Патреккел ферминчи сысна çăвăрлаттаракан витере Данире туса кăларнă оборудованин пĕтĕм комплектне вырнаçтарнă. Витесене бокс-секцисене пайлани сысна çури туса илессинче технологие çирĕп пăхăнса ĕçлеме май парать. Кăçал та кунти сысна ферминче пысăк реконструкци ĕçĕсене пурнăçланă. 2-4 уйăхри сыснасене усракан витере çĕнĕ йышши оборудовани вырнаçтарнă. Ферма территорийĕнчи тирпей-илем пирки те уйрăммăн палăртмалла. Витесен хĕррипе, çулсен айккисенче ятарласа чечексем çитĕнтереççĕ. Пылчăк та çăрăлмасть, ферма территорине кăçал та 500 метр асфальт çул сарнă. "Яманчурино" ОООра та кĕске вăхăтра 280 пуç пăру вырнаçмалли витене реконструкци тума пултарнă. Мăйракаллă шултăра выльăхсем, миçе уйăхра пулнине кура, уйрăм боксра выртаççĕ. Урайне, "Победăри" пек, резина мат сарнă. Юнашар тепĕр витен çи виттине ку чухнехи материалпа усă курса витнĕ. Пĕр сăмахпа, Яманчỹрелĕнчи фермăра пулса курсан, кунта çĕнĕ сăн пулнине тỹрех асăрхама пулать. Çавна май кунта ĕçлекенсем те кăмăллă. 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика