21 сентября 2011 г.
Тунти кун район администрацийĕнче райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен, предприятисемпе организацисен ертỹçисен канашлăвне район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Л.Левый ертсе пынă. Эрне кун ял хуçалăх предприятийĕсенче тата хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессин кăçалхи 8 уйăхри итогĕсемпе тата выльăх-чĕрлĕх витисене хĕле хатĕрлессипе семинар-канашлу иртнĕ. Семинар вăхăтĕнче унăн участникĕсем "Победа" ОООра, "Родник" ОООра, "Яманчурино" ОООра, "Прогресс" АХОра пулнă, вĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашнă. Çакăн çинчен район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн начальникĕ П.Тремасов каласа пачĕ, уй-хир ĕçĕсемпе паллаштарчĕ. Выльăх-чĕрлĕх витисене реконструкци тата модернизаци тăвассипе пысăк ĕçсем пурнăçланăшăн "Победа" ООО тата "Яманчурино" ООО ертỹçисене Н.Головина, В.Рахмуллина, "Прогресс" АХО ертỹçин тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçласа пыракан Ю.Чернова район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Л.Левый район администрацийĕн Тав çырăвĕсене парса чыс турĕ. Ялсене, уйрăм хуçалăхсене, учрежденисене тирпей-илем, симĕс тум кĕртес енĕпе районта смотр-конкурс итогĕсене пĕтĕм-летрĕç. Ку енĕпе ялсем хушшинче Патреккел ялĕ, Елчĕк ялĕнчи Егоровсен çемйи пĕрремĕш вырăнсене йышăннă. Социаллă сфера учрежденийĕсен тупăшăвĕнче Çирĕклĕ Шăхалĕнчи ваттисен вăхăтлăх пурăнакан çурчĕ (ертỹçи А.Осипова), Елчĕкри вăтам шкул (Л.Васильева), Пенси фончĕн Елчĕк районĕнчи управленийĕ (З.Яковлева) пĕрремĕш, иккĕмĕш, виççĕмĕш вырăнсене тухнă. Çĕнтерỹçĕсемпе призерсене район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Л.Левый Хисеп грамотисемпе чысларĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ районти çăмăл атлетсем "Советская Чувашия" хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн иртнĕ эстафета ăмăртăвĕн итогĕсемпе паллаштарчĕ, авăн уйăхĕн 25-мĕшĕнче Нацисен кросĕн программипе иртекен çăмăл атлетсен чупăвне пурне те хутшăнма чĕнсе каларĕ. Кăçал ăна ирттерессинче çĕнĕлĕхсем пур. Унччен чупăва ялсенчен район центрне пуçтарăннă пулсан, кăçал вăл ял тăрăхĕсенче иртет. Çăмăл атлетсен Елчĕкри кросĕ Тĕп лапамра 12 сехетре пуçланать. Район администрацийĕн капиталлă строительство, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пайĕн начальникĕ Н.Петров нумай хваттерлĕ çуртсене, вĕренỹ тата сывлăха сыхлас учрежденисене хĕллехи вăхăтра ăшăтма хатĕрлесси, "Канашмежрайгаз" филиалĕн Елчĕкри участокĕн начальникĕ А.Львова хутса ăшăтмалли тапхăрта çут çанталăк газĕ парса тăрассине йĕркелес умĕн документсем хатĕрлесси, "Стройэнергосервис" ООО директорĕ А.Нягин нумай хваттерлĕ çуртсенче шыва шутлакан приборсене вырнаçтарасси пирки чарăнса тăчĕç. Канашлура çавăн пекех район пурнăçĕпе çыхăннă ытти ыйтусене те хускатрĕç.