17 сентября 2011 г.
Тепĕр икĕ эрнерен аслă ăру çыннисем Пĕтĕм тĕнчери Ватă çынсен кунне уявлаççĕ. Республикăра авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа юпа уйăхĕн 1-мĕшĕччен Ваттисен кунне халалланă "Аслă ăрăва чыс та мухтав" уйăхлăх пырать. Район администрацийĕн пуçлăхĕн Н.Миллинăн хушăвĕпе районта Ваттисен кунне йĕркеллĕ ирттерсе ярас тĕллевпе мероприятисен планне çирĕплетнĕ. Унпа килĕшỹллĕн влаç органĕсен руководителĕсем ватă çынсемпе тĕл пулусем, районти тĕп больница уçă алăксен кунĕсем йĕркелеççĕ, уяв концерчĕсем, тĕрлĕ ăмăрту-тупăшусем, конкурссем иртеççĕ. Хисеплĕ ватăсен ыйтăвĕсене татса парасси яланхиллех тĕп вырăнта пулĕ. Чăн та, ватă çынсен праçникĕ пысăк та пĕлтерĕшлĕ уяв. Вăл пирĕн асаннесемпе асаттесен, кукамайсемпе кукаçисен, аннесемпе аттесен пархатарлă та сумлă кун-çулне тепĕр хут аса илмелли паллă кун. Пĕр ватă çын та çак уявра тимлĕхсĕр ан юлтăр. Вĕсемшĕн ăшă та çепĕç сăмах темрен те паха. Пархатарлă ывăл-хĕр ашшĕ-амăшĕн ватлăх кунĕсене канлĕ тăвассишĕн тăрăшатех. Вĕсен пилĕпе, ĕçĕпе хавхаланса малалла талпăнатпăр вĕт эпир. Ват çын тăватă çын, теççĕ халăхра. Тăваттă кăна та мар-тăр. Пурнăçра хура-шурне самаях астивнĕ, ĕмĕрне ĕçре ирттернĕ, сак тулли ача-пăча çитĕнтерсе пурнăçăн анлă çулĕ çине кăларнăскерсем сакăр çынна та тăраççĕ пулĕ. Халĕ те мăнукĕсемпе кĕçĕн мăнукĕсене пулăшассишĕн ăнтăлаççĕ, ырăпа усала уйăрма вĕрентеççĕ. Ватăсен кун-çулне тăсассишĕн тăрăшмалла пирĕн. Çавăнпа та районти организацисенче, предприятисенче, ял хуçалăхĕнче тар тăкса тивĕçлĕ канăва тухнă ĕçтешĕмĕрсене манар мар. Йывăр вăхăтра, инкек-синкекре пулăшар, вĕсене уяв сĕтелне йыхравлар. Темиçе вуншар çул юнашар вăй хурса ĕçленĕ юлташĕсемпе тĕл пулсан епле савăнса чунĕсене уçаççĕ вĕсем. Пăхса-итлесе ларма кăмăллă.