Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Укçана эрех ĕçсе пĕтермелле-ши?

17 сентября 2011 г.

Эрех ĕçсе иртĕхни çемьене пысăк сиен кỹрет. Социологсем тишкерни те çакна çирĕплетсе парать. Арăмĕ е упăшки ĕçке ернĕ пулсан çак çемьере ĕçлесе илнĕ тупăшăн 40-70 проценчĕ эрех-сăра туянма каять. Çакă вара çемьери çынсем валли апат-çимĕç е тумтир илес майсем сахалланса, чакса пырасси патне илсе çитерет. Социологи тĕпчевĕсенчен хăшĕ-пĕрисене сăнаса тишкерсен те çакна çăмăллăнах асăрхама пулать: алкоголиксем хушшинче 25-27 проценчĕ ăс-хакăл культурин пуянлăхĕпе нимĕн чухлĕ те кăсăкланман, мĕскĕн, çемйипе пĕрле пурăнман çынсем, ачисене воспитани парас, ватăлса çитнĕ ашшĕ-амăшне пулăшас ĕçрен аякра тăраканскерсем. Ĕçке ярăннă çынсем темĕн чухлĕ ĕçлесе илсен те укçан пысăк пайне, çемье мĕнле пурăнни пирки шутламасăрах, эрех-сăра ĕçсе пĕтерни çинчен маларах каларăмăр. Çавăн пек инкеклĕ пурнăç çинчен хамăр районти пĕр ялта пурăнакан 36 çулхи хĕрарăм, икĕ ача амăшĕ акă мĕн каласа пачĕ: "Ытти çемьесем мĕнле пурăннине сăнатăп та _ пурте йĕркеллĕ. Манăн вара _ чăн-чăн нуша. Упăшкан эрех ĕçмесĕр иртмен пĕр кунĕ çук. Мускава кайса ĕçлесе илнĕ пĕтĕм укçине ĕçсе яни çитмест, аран-аран туянкалама вăй çитернĕ япаласене те килтен иле-иле кайса сутса ĕçет. Ачасен вылямалли теттисем те çук, тумтирĕсем те кивелсех çитрĕç. Мĕн пур укçана намăс-симĕсе пĕлмесĕр, ачасене çаратса тенĕ пек, эрех-сăра ĕçсе пĕтермелле-ши?" Икĕ ачине пĕтĕм вăйран тăрăшса пăхса ỹстерес тесе сывлăхне, вăй-халне паракан хĕрарăм каланă çак сăмахсене ниепле те лăпкăн итлеме май çук.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика