Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Икĕ суйлав пĕр килет

17 сентября 2011 г.

Кăçал раштавăн 4-мĕшĕнче Чăваш Республикин пиллĕкмĕш суйлаври Патшалăх Канашĕн депутачĕсен суйлавĕ тата Раççей Федерацийĕн улттăмĕш суйлаври Патшалăх Думин депутачĕсен суйлавĕ иртет. Икĕ пысăк суйлав пĕр килни пирĕн республикăра пĕрремĕш хут пулĕ. Хальхинче РФ Патшалăх Думине пилĕк çуллăх суйлăпăр (халĕччен тăватă çуллăхчĕ). Суйлава хутшăнма ирĕк пур политика партийĕсем çаксем: "Единая Россия", КПРФ, ЛДПР, "Яблоко", "Патриоты России", "Справедливая Россия", "Правое дело". Чăваш Енре çак партисен пурин те регион уйрăмĕсем пур. Малтанхи суйлавсемпе танлаштарсан, çакăн евĕр улшăнусем пур. "Гражданская сила", "Союз правых сил" тата "Демократическая партия России" партисем пĕр йышлă пулса "Правое дело" политика партине пĕрлешнĕ. Раççей аграрийĕсен партийĕ "Единая Россия" партине пĕрлешсе ун йышне кĕнĕ. "Партия социальной справедливости" тата "Зеленые" экологи партийĕ "Справедливая Россия" парти çумне хутшăннă. "Партия мира и единства" тата "Партия возрождения России" халĕ "Патриоты России" парти йышĕнче. "Народный союз" партисен шутĕнчен тухса общество пĕрлешĕвĕ пулса тăнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика