17 сентября 2011 г.
"Ачалăхшăн, ачалăх ячĕпе" Кăçал та "Пĕтĕм Раççейри ача-пăча фончĕн" пирĕн республикăри уйрăмĕн йĕркелỹ комитечĕ "Ачалăхшăн, ачалăх ячĕпе" ыр кăмăллăх марафонĕ ирттерчĕ. Республикăра чылай çул йĕркелекен марафон тĕллевĕ ашшĕ-амăшĕн хỹттисĕр тăрса юлнă ачасене йышпа кар тăрса пур енлĕн пулăшасси, вĕсен шăпине кăштах та пулин çăмăллатасси, пултаруллă çамрăксене малалла вĕренме майсем туса парасси, ача сачĕсене пулăшасси пулчĕ. Çак пархатарлă ĕçре темиçе çул Елчĕксем те активлă. Акă, иртнĕ çул пирĕн район çыннисем марафон пухмачне 89 429 тенкĕ хыврĕç. Çак укçа-тенкĕпе нумай ачаллă тата сахал тупăшлă çемьесене пулăшнă. Елчĕкри "Чебурашка" ача сачĕ валли вăйă оборудованийĕ туяннă. Кăçал вара Елчĕксем хăйсем ырă кăмăллине, сусăр, хỹтлĕхсĕр тăрса юлнă ачасен нуши-терчĕ вĕсен чĕрине ыраттарнине тепĕр хут çирĕплетнĕ. "Ачалăхшăн, ачалăх ячĕпе" марафон счечĕ çине район çыннисем 175 500 тенкĕ хывнă. Ыр кăмăллăх акцине чи малтан хутшăннисен йышĕнче Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн проректорĕ, Елчĕк енĕн хисеплĕ гражданинĕ О.Викторов пулнă. Çавăн пекех район администрацийĕнче, бюджет организацийĕсенче тăрăшакансем нимене ыттисенчен маларах хутшăнма кăмăл тунă. Вĕсен аллисем çăмăл пулнă пулинех, пухмач кунран-кун пуянланса, укçа хывакансен йышĕ йышланса пынă. Уйрăмах районти педагогсен тỹпи пысăк пулнине те палăртмалла. Вĕсем пĕ-тĕмпе 40 пин тенкĕ ытла пуçтарнă. Елчĕкри техника инвентаризацийĕн бюровĕ, Елчĕкри ДПМК, "Яманчỹрелти сельхозхими" ОАО коллективĕсем 5-шер пин тенкĕ хывса пухмача тата пуянлатнă. Районти 40-мĕш номерлĕ аптека, "Стройэнергосервис", районти тĕп больница, Елчĕкри газ участокĕ укçа-тенкĕ нумай хывнисен йышĕнче. Ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен-фермер хуçалăхĕсем пĕтĕмпе 20 пин тенкĕ ытла пуçтарнă. Уйрăм çынсем те сахал тупăшлă çемьере çитĕнекен ача-пăчан малашлăхĕ çунатлă пултăр тесе май килнĕ таран пулăшу аллине тăснă. Елчĕкри Т.Петрова педагог марафон фондне 2 пин тенкĕ хывнă. Пилĕк уйăха тăсăлнă марафон вăхăтĕнче районти культработниксем йышлă çемьесенче çитĕнекенсене, хевтесĕррисене ыр кăмăллăх концерчĕсемпе, спектакльсемпе савăнтарнă. Районти социаллă пулăшу паракан центр ĕçченĕсем нумай ачаллă çемьесенчи лару-тăрупа интересленнĕ, вĕсене район çыннисем пуçтарса панă тумтирсемпе тивĕçтернĕ. Пĕтĕм тĕнчери ачасене хỹтĕлемелли куна халалланă уяв та пепкесен асĕнчен часах тухмĕ. Çакна палăртма кăмăллă: хамăр район çыннисем пуçтарнă укçа-тенкĕ такама мар, хамăрах пулать. Ывăл-хĕрсемпе мăнукăмăрсем çỹрекен ача сачĕсене пурлăхпа техника енчен çирĕплетме, сахал тупăшлă тата нумай ачаллă çемьесене пулăшма, Елчĕкри искусство шкулне çỹрекен ачасене сцена костюмĕсем çĕлетме, пушмаксем туянма кайĕ вăл. Укçа-тенкĕне ял тăрăхĕсем мĕн чухлĕ пуçтарнине кура уйăрса параççĕ. Çавăнпа та уйрăм предпринимательсене, меценатсене малашне хамăр районти ачасен пурнăçĕнчен айккинче тăрса юлмасса шанас килет. Вĕсене "Ачалăхшăн, ачалăх ячĕпе" ыр кăмăллăх марафона активлăрах хутшăнма ыйтасшăн. Раççей Президенчĕн Д.А.Медведевăн "Пирĕн çĕр-шывра никамăн та мар ачасем пулмалла мар" сăмахсен пĕлтерĕшне пуянсем те ăша хываççех пулĕ. Ниме укçи хамăр тĕпренчĕкĕмĕрсен çунатлă ĕмĕчĕсене пурнăçа кĕртме каять. Сăваплă ĕç темрен те паха.