17 сентября 2011 г.
Районти 40-мĕш номерлĕ аптека коллективне чылай çул Р.Молодова ăнăçлă ертсе пырать. Аслă категориллĕ ертỹçĕн ĕç стажĕ 35 çул ытла. Ытти ĕçтешĕсем те пĕринчен тепри маттур. Унăн çумĕ Е.Федорова, Г.Тихонова фармацевт та аслă категориллĕ специалистсем. Вĕсем кунта 25-36 çул тăрăшаççĕ. Пай пуçлăхĕ Л.Такина, аптека пункчĕн заведующийĕ Н.Митрофанова ырă ята тивĕçнĕ. Л.Сайкина, Г.Райкова, Н.Маркова, И.Усанова фармацевтсене вĕсем ĕçлекен ялсенче лайăх пĕлеççĕ, хисеплеççĕ. Аптека ĕçченĕсем килен-каяканпа яланах тарават, çепĕç чĕлхеллĕ. Инвалидсемпе ветерансене эмелсемпе вăхăтра тивĕçтерес енĕпе О.Тябукова яваплă. Вăл ватăсемпе кăмăллăн калаçать, вĕсене эмелсемпе мĕнле усă курмаллине тĕплĕн ăнлантарса парать. Коллективра 25 çын ĕçлет. Ертỹçĕ хăйĕн профессине юратса пурнăçлакан кашни ĕçченпе кăмăллă пулнине пĕлтерет.