Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçлев службин ларăвĕ

17 сентября 2011 г.

Ĕçлев службин ларăвĕ

 Кĕçнерни кун пирĕн районта Чăваш Республикин халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин ларăвĕ пулса иртнĕ. Унăн ĕçне коллеги членĕсем, структура подразделенийĕсен ертỹçисем, халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрсен хуласемпе районсенчи директорĕсем, професси тĕлĕшĕнчен хушма пĕлỹ парассипе ĕçлекен "Аспект" вĕрентỹпе методика центрĕ" учреждени специалисчĕсем хутшăннă. Ларăва Чăваш Республикин халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин ертỹçи С.Димитриев ертсе пынă. Пухăннисен умĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин тухса калаçнă. Ĕçпе тивĕçтерекен центрсен тĕллевĕ _ тĕрлĕ сăлтава пула ĕçсĕр тăрса юлнисене йывăрлăхран тухма пулăшасси, çакна тĕпе хурса вĕсене харпăр хăй вăйне çĕнĕрен туйма çул-йĕр уçса парасси. Патшалăх палăртнă тĕллевлĕ программăсене пурнăçа кĕртессипе М.Васильева ертсе пыракан Елчĕкри центр коллективĕ те тивĕçлĕ тỹпе хывать. Республика шайĕнчи ларăва Елчĕкре ирттерни ахальтен мар. Юлашки вăхăтра районта ĕçсĕррисене харпăр хăй ĕçне пуçăнма тата вăтам бизнеса çул уçма пулăшассипе тăрăшса ĕçленине палăртма кăмăллă. Çавна май ларăва хутшăнакансем нумаях пулмасть хăйсен ĕçĕсене йĕркелесе янă Олег Мисяковпа Татьяна Новикова уйрăм предпринимательсем патĕнче пулса курчĕç, вĕсен шухăш-кăмăлĕсене пĕлчĕç. Олег Мисяков пуçаруллă, мал ĕмĕтлĕ пулман пулсассăн çакăн пек яваплă ĕçе пуçăнайман та пулĕччĕ. И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн строительство факультетĕнчен вĕренсе тухнă çамрăк тимĕре туптакан, ăна хитрелетсе-авса тĕрлĕ эреш тума май паракан станок туянма шутланă. Унпа усă курса карта-алăксене, сад-пахча йĕри-таврашне тытакан решеткесене, пĕр сăмахпа, тимĕртен ăсталакан пур япалана та кирек камăн кăмăлне те тивĕçтермелле эрешлесе илемлетме пулать. Вырăнта тимĕр япаласене эрешлесе илемлетессипе ĕçлекен ятарлă цех уçма май пулни çинчен вăл район администрацийĕн пуçлăхне Н.Миллина тата халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрăн директорне М.Васильевăна пĕлтернĕ. Вĕсем унăн шухăшне ырласа йышăннă, ĕçе йĕркелесе ярассинче пулăшма та пулнă. Çакăн хыççăн вăл хавхаланса ĕçе пикеннĕ. _ Эрешлесе илемлетнĕ хапха-карта тутарас текенсем йышлансах пыраççĕ, хамăр район çыннисен анчах мар, юлашки вăхăтра кỹршĕллĕ Пăва районĕнче пурăнакансен саккасĕсене те чылай пурнăçлама тỹр килчĕ. Малашне производствăна тата анлăлатма шутлатпăр, ун чухне тимĕр ĕçĕпе тимлекен специалистсем те ытларах кирлĕ пулаççĕ, _ тет Олег Мисяков. Унăн мастерскойĕ Елчĕкри Мир урамĕнче вырнаçнă. Татьяна Новикова та, штатсене кĕскетнине пула ĕçсĕр тăрса юлнăскер, пуçне усман, икĕ аллине пĕр ĕç тупнах. Вăл тĕкрен тунă минтер-утиялсене, тỹшексене тасатакан пĕчĕк цех йĕркелесе янă. Хальлĕхе, тен, районта пурăнакансенчен нумайăшĕ çакăн çинчен пĕлмеççĕ те пулĕ. Тĕкрен хатĕрленĕ вырăн таврашĕсене тасатассипе ĕçлекен пĕчĕк цех райпо çурчĕн пĕрремĕш хутĕнче вырнаçнă. Ларăва хутшăннисем электрон мелĕпе йĕркелесе ирттернĕ халăха ĕçпе тивĕçтерессинчи çĕнĕ-лĕхсемпе патшалăх енчен паракан пулăшусем, аталану малашлăхĕ çинчен Интернет-конференцие хутшăннă.

Сăн ỹкерчĕкре: ларăва хутшăннисем Олег Мисяков пуçарнă ĕçпе паллашаççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика