Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Тантăш" ĕçрен хăрамасть

14 сентября 2011 г.

 Çуллахи вăхăтра ачасене ĕçе явăçтарас, вĕсен сывлăхне çирĕплетес тесе Энтепери С.А.Андреев ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкул çул çитмен ачасенчен "Тантăш" ĕç бригади йĕркелерĕ. "Ĕçрен ан хăра, вăл хăй санран хăратăр", - тенĕ ĕлĕкех ватăсем. Пĕр ушкăна чăмăртаннă ачасем тăван шкула кăна мар, ватă çынсене пулăшма та манмарĕç. Шкула тирпей-илем кĕртнипе пĕрлех пахчара тăрăшрĕç. Тĕпрен илсен, вĕсен аллинче ĕç вĕресе тăчĕ. Пушă вăхăт тупăнсанах бригада членĕсем тĕрлĕ вăйăсем вылярĕç, конкурссем йĕркелерĕç, похода çỹрерĕç. Бригада ертỹçи Н.Сапожникова вĕренекенсемпе "Хăрушсăрлăх азбуки", "Лайăх пулас килет-и?", "Харкашас марччĕ", "Кам? Ăçта? Хăçан?" конкурссемпе викторинăсем ирттерчĕ. Сисĕнмесĕрех иртрĕç шутлă кунсем. Çĕнĕ вĕренỹ çулĕ ачасене шкула пуçтарчĕ. Сывлăх енчен тĕрекленсе, хавхаланса кĕтсе илчĕç ăна бригада членĕсем. Шкул директорĕ вĕренекенсене тав сăмахĕ каларĕ. Кĕрхи сĕтел тулли пахча çимĕçĕ. Ку вăл ачасен ĕçĕн итогĕ. Ĕçлесе пĕтмен-ха ачасен. Малалла - вĕренмелле. Вĕренỹ хальхи вăхăтра тĕп ĕç вĕсемшĕн.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика