Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Телейлĕ ватлăх

14 сентября 2011 г.

Телейлĕ ватлăх

Аслă Шăхаль ялĕнче пурăнакан Дария Ильинична Волкован ватлăх куçран пăхнăшăн пăшăрханмалли çук. Сумлă сакăр теçетке çула хыçа хăваракан Татьяна аппана куç тулли ачисем - икĕ ывăлĕпе икĕ хĕрĕ пурнăçра хăйсен вырăнĕсене тупни, кинĕсемпе кĕрỹшĕсем те тăрăшуллă пулни, çавна май вĕсен çемйисем ура çинче çирĕп тăни, мăнукĕсем - çичĕ тĕпренчĕкĕ тĕрĕс-тĕкел ỹссе çитĕнни ватлăх кунĕсем çитнине, чир-чĕр аптăратнине пăхмасăр мал ĕмĕтпе пурăнма хистет. Волковсем - Леонид Константиновичпа Дария Ильинична - ĕлĕкхи ваттисен йăлипе тĕп килте пурăнма, хуçалăха тытса пыма кĕçĕн ывăлне Геннадие пил панă. "Атăл çинчи МРСК"- "Чăвашэнерго" филиалĕн Елчĕкри уйрăмĕнче электромонтер пулса тăрăшакан Геннадий вара, чăннипех, ашшĕпе амăшĕн шанăçне тивĕçлипе тỹрре кăларать. Геннадий мăшăрне те пĕлсе суйласа илнĕ тейĕн. Светлана та хăйĕн амăшĕ пекех тĕлĕнмелле пăравур, ĕçчен хĕрарăм. Татьяна аппапа пĕрле тĕп килте пурăнакан кинĕ вырăнти "Колос" ял хуçалăх предприятийĕнче бухгалтерта ĕçлет. Туслă, килĕштерсе пурăнакан тăванĕсем пулăшнипе Волковсем малтанхи йывăç çурт вырăнне ик хутлă капмар çурт хăпартса лартнă. Шел, ашшĕ çакна курса савăнайман. Йывăр чирне çĕнтереймесĕр вăл 10 çул каялла пурнăçран уйрăлса кайнă. Тăрмăшри Мартыновсен йышлă çемйинче ỹссе çитĕннĕ Татьяна аппа Аттелĕхĕн Аслă вăрçи вăхăтĕнчи тата ун хыççăнхи йывăр çулсене нихăçан та асран кăлармасть. Çакă унăн чун-чĕрине ĕмĕрлĕхех кĕрсе вырнаçнă. Ашшĕне вăрçа илсе кайсан амăшне 5 ачине пăхса пурăнма, тăрантарма çăмăл пулман. Килте çимелли вуçех тăрса юлман, хĕр ача ытти нушаллă çынсемпе пĕрле çул тума тухса кайнă. Ача шутĕнчен те тухманскер, тăван килтен аякра пурăнса терт-асапне çителĕклех курнă, тỹснĕ. Апла пулин те чăтнă, нăйкăшман. Мĕн çамрăкранах çирĕп кăмăллă пулма хăнăхнă Татьяна аппа пурнăç тăршшĕпех пăравур та çивĕч пулнине пурте пĕлеççĕ, кураççĕ. Ĕç ветеранĕ, ялти хисеплĕ ватă, ырă кăмăллă, ăшă чун-чĕреллĕ хĕрарăм мĕн ватăличченех "Урожай" хуçалăхра чунне парса ĕçленĕ. Чăх ферминче те вăй хунă вăл, сурăх та пăхнă. Кирек ăçта ĕçлесен те кашни çынпа пĕр чĕлхе тупма пултарнă. Хăйĕн кăмăлне кура ăна Турă вăрăм ĕмĕр парнеленĕ, сывлăхне те панă. Кил хушшинчи ĕçсене пурнăçлама Татьяна аппа çак вăхăтченех çамрăксемпе тан хутшăнать. Эпир вĕсем патне пынă вăхăтра та ватă мăнукĕсемпе пĕрле пикенсех пахчара ĕçлетчĕ. Волковсен çĕр лаптăкĕ те сахалах мар, ăна вĕсем арендăна та илнĕ. Кунта ĕçчен çемье çĕр улми анчах мар, тĕрлĕ пахча çимĕç те çитĕнтерет, ăна кашни çул сутмалăх та туса илет. Килти выльăх-чĕрлĕхне тăрантарма тымар çимĕçне те çителĕклех туса илеççĕ, курăка та çулса илеççĕ. Картиш тулли выльăх-чĕрлĕхе хĕл каçипе умран юличчен тăрантарма вара сахал мар апат хатĕрлемелле. Анчах килти хуçалăхри пĕр ĕç те Татьяна аппа хутшăнмасăр пулмасть. Ывăлĕпе кинĕ ĕçре чухне вăл йышлă выльăх-чĕрлĕхне те хăй тĕллĕнех пăхать, тăрантарать. Сашăпа Володя мăнукĕсем, паллах, килти ĕçсене пурнăçланă çĕрте асламăшне нумай пулăшаççĕ. Татьяна аппан аслă ывăлĕ, Владимир, инженер пулса ĕçлекенскер, çемйипе Канаш районĕнче пурăнать. Валентина хĕрĕ педагог профессине суйласа илнĕ, çемйипе Шупашкарта тĕпленнĕ. Альбина Çĕнĕ Пăвари пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕнче ĕçлет. Ывăлĕсемпе хĕрĕсем, кĕрỹшĕсемпе кинĕсем, куç тулли мăнукĕсем тĕп килте пĕрле пуçтарăнсан 80 çулхи юбилейне кĕтсе илме ха-тĕрленекен хĕрарăмăн куçĕсем шывланаççĕ, вĕсенче савăнăç куççулĕ капланнă. Пурнăçри йывăрлăхсене пăхмасăр, вăл телейлĕ çын, ачисен пархатарлăхне кура ватлăхĕ те канлĕ унăн...

Сăн ỹкерчĕкре: Татьяна аппа Дима, Сашăпа Володя тата Андрей мăнукĕсемпе пĕрле.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика