14 сентября 2011 г.
Сăвăссем - пĕчĕк те каварлă, юн ĕмме юратаççĕ. Вăрмантан кăна мар, уй-хиртен те çаклатса килме пулать вĕсене. Этем çине лекнĕ сăвăс тум айне кĕрсе ỹт çумне çыпçăнса ларать те тỹрех юн ĕмме тытăнать, хăйĕн сурчăкĕпе организма тĕрлĕ инфекци чирне пуçарса яракан микробсем лектерме пултарать. Мĕнлерех палăрать-ха вăл? Вĕсенчен чи анлă сарăлнисем - сăвăс энцефаличĕ, сăвăс боррелиозĕ (Лайм чирĕ). Пирĕн районта халĕччен сăвăс боррелиозĕ кăна тĕл пулнă-ха. Унăн пирвайхи паллисем 5-49 кунран палăрма пултараççĕ. Малтанах çав вырăн хĕрелсе ларать. Чирлĕ çын хăсма пултарать, пуç ыратнине, шăнтса пăрахнине туять, хăшĕсен ỹт температури 40 градус таран хăпарма пултарать. Сайра хутра (икĕ эрнерен) неврологи енчен улшăнусем пуçланни, пуç мими шыçни, çын çутăран хăрани, ĕнсе мышцисем тăртанни тĕл пулать. Хăшĕ-пĕрин энцефалит паллисем те тухаççĕ - вĕсем çывăрайми пулаççĕ, астăвăм чакать. Питĕ сайра чухне кăкăр тĕлĕнчен чышни, чĕре ыратни палăрать. Икĕ уйăх (е икĕ çул таранах) иртсен чир шăмă сыпписене сиен кỹме, сусăрлатма пултарать. Мĕнле кăлармалла? Ỹт çине лекнĕ сăвăса мĕн чухлĕ маларах кăларатăн - çавăн чухлĕ аванрах. Анчах та кунта питĕ асăрхануллă пулмалла: пĕли-пĕлми хăтланни хăрушă - тĕрĕс мар кăларсан, сăвăс çурăлса кайсан чир пуçарса яракан микробсем сурана лекме пултараççĕ. Çав вырăна ỹсен-тăран е олива çăвĕпе йĕпетнĕ мамăкпа витсе хумалла. 30-60 минутран пинцетпа сăвăс сăмсинчен çаклатмалла та енчен енне силлесе е çавăрттарса (шăтарсан питĕ асăрхануллă пулмалла) васкамасăр кăлармалла. Кайран çав вырăна 3 процентлă водород перекиçĕпе е йодпа сăтăрмалла. Халăхра анлă сарăлнă тепĕр мел: сăвăс кĕрсе ларнă вырăна ỹсен-тăран çăвĕпе йĕпетмелле те пỹрнепе ун тавра хĕвеле (сехет йĕппине) хирĕçле çавăрттарса кăлармалла. Сыхланма ансатрах Ку чиртен сыхланма çăмăлрах, сипленме чылай кăткăсрах. Çавăнпа вăрманта пуçа тутăр çыхăр, унăн хĕррисене çухава айне кĕртсе ярăр. Вăрăм çанăллă кĕпе, кофта тăхăнăр, шăлавар вĕçĕсене те нуски ăшне чикĕр. Тумтир пĕр тĕслĕ пулсан аванрах - ун çинче сăвăса асăрхама лайăхрах. Вăрмантан тухсанах сăвăс çаклатманнине тĕрĕслĕр.