14 сентября 2011 г.
Районта пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхе аталантарасси çине тимлĕх уйăраççĕ. Район администрацийĕн ларусен залĕнче пĕчĕк предпринимательлĕх кунĕ иртрĕ. Канашлăва ЧР Экономика аталанăвĕн промышленность тата суту-илỹ министерствин представителĕсем, район администрацийĕн структура подразделенийĕн, пĕчĕк предприятисен ертỹçисем, уйрăм предпринимательсем, хресчен (фермер) хуçалăхĕсен, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, организацисен представителĕсем хутшăннă. Предпринимательлĕх кунне район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Л.Левый уçрĕ. ЧР Экономика аталанăвĕн, промышленность тата суту-илỹ министерствин тĕп специалисчĕ Д.Ситников, район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Г.Анисимова пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхĕн иртнĕ çулхи аталанăвĕ çинчен чарăнса тăчĕç. Предпринимательлĕх субъекчĕсене кредит парасси пирки АНО аналитикĕ Р.Сайдашев, "Республикăри бизнес инкубатор" АУн тĕп консультанчĕ А.Сергеев, Перекет банкĕпе "Россельхозбанк" представителĕсем каласа пачĕç. Канашлура пĕчĕк тата вăтам бизнес предприятийĕсенче ĕç сыхлавĕн, ĕçпе тивĕçтерес ыйтусене те тишкерчĕç. Унтах Раççей Пенси фондне тỹлевсене тỹлес, Раççей тата ЧР саккунĕсенчи уйрăмлăхсем пирки чарăнса тăчĕç, ытти ыйтусене те хускатрĕç, хуравсем илчĕç. Канашлăва хутшăннисем хăйсен бизнесне йĕркелеме грантсем илнĕ П.Никифоров, Д.Сидоров уйрăм предпринимательсен предприятийĕсен ĕç-хĕлĕпе паллашрĕç.