14 сентября 2011 г.
Паянхи кун тĕлне районта кĕр тыррисене пурĕ 5780 гектар (86 процент) акса хăварнă. Çав шутран 3000 гектар кĕрхи ыраш, 2780 гектар _ кĕрхи тулă. Кĕр тыррине акас ĕçе "Прогресс", "Труд", "АСК-Яльчики", "Эмметево", "Яманчурино", "Свобода", "Колос", "Сатурн", "Нива", "Урожай", "Рассвет", "Победа", "Знамя", "Комбайн", "Кушкă", "Арланово", "Энтепе" хуçалăхсем вĕçленĕ. "Родник", "Марс" хуçалăхсем, "Агропродсервис" ООО çак ĕçĕн çуррине те пурнăçламан. Специалистсем пĕлтернĕ тăрăх, кĕрхи культурăсене агротехника хушнă вăхăтра акса хăвармалла. Унсăрăн вăл çителĕклĕ таран тымар ярайманран вăй илсе юлаймасть, çакă тыррăн тухăçлăхĕ çине япăх витĕм кỹрет.