14 сентября 2011 г.
Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерстви çулсеренех республика шайĕнче ăратлă выльăхсен куравне йĕркелет. Унăн тĕп тĕллевĕ - ăратлă выльăхсемпе ĕçлекен хуçалăхсен, заводсен опытне сарасси. Ăратлă выльăхсемпе ĕçлекен "Прогресс" АХОпа "Комбайн" ЯХПК асăннă курава (кăçал вăл авăн уйăхĕн 9-мĕшĕнче акционерсен "Чувашское" уçă пĕрлешĕвĕнче иртнĕ) хутшăнса ытти çулсенче те малти вырăнсене йышăннă пулсан, кăçал хуçалăхсем куравран 2 ылтăн тата пĕрер кĕмĕлпе пăхăр медальсемпе таврăннине палăртма кăмăллă. Акционерсен "Прогресс" хупă обществи ăратлă сыснасемпе тата мăйракаллă шултра выльăхсемпе чылай çул ĕçлет. Хальхинче вăл курава тĕрлĕ ỹсĕмри 3 пушмак пăру, пĕр ĕне, 8 сысна аçи тăратнă. Эксперт комиссийĕ сыснасене пысăк хак панă, çавна май хуçалăх 2 ылтăн медале тивĕçнĕ. Курава 5 выльăх - ĕнесемпе лаша тăратнă "Комбайн" ЯХПКн "Диаген" лашипе талăка 38 литр сĕт антаракан "Радуга" ĕни 2-мĕшпе 3-мĕш вырăнсене тивĕçсе кĕмĕл тата пăхăр медальсем çĕнсе илнĕ. Выльăхсене тивĕçлипе хатĕрлесе курава тăратасси, паллах, çăмăлах ĕç мар. Кунта хуçалăхсенчи чылай специалистăн тỹпи пысăк. "Прогресс" хуçалăхри Ю.Чернов тĕп зоотехник, И.Горшкова зоотехник-селекционер, ветеринарин тĕп тухтăрĕ Н.Разумов, "Комбайн" ЯХПКри тĕп зоотехникпа ветеринарин тĕп тухтăрĕ А.Романовпа А.Быкова, Л.Теллина ветеринар вара уйрăмах ырă ята тивĕç.
Е.ПЕТРОВА.
Сăн ỹкерчĕкре: "Комбайн" хуçалăхри Л.Теллинăпа А.Романов куравра.