14 сентября 2011 г.
Патреккелĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулта Шупашкарти ГИБДД управленийĕнче службăра тăнă чухне пуçне хунă Андрей Маркова асăнса баскетбол турнирĕ иртрĕ. Районти 9 шкул команди хутшăнчĕ. Пухăннисене район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Л.Левый, Чăваш Республикин баскетбол федерацийĕн президенчĕ С.Худаев саламларĕç, ăнăçу сунчĕç. Турнирта Энтепери С.А.Андреев ячĕллĕ шкул команди çĕнтерчĕ, куçса çỹрекен кубока çĕнсе илчĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче - Чăваш Тăрăмсемпе Елчĕксем. Çĕнтерỹçĕпе призерсен йышне кĕнĕ командăсене призсемпе, грамотăсемпе чысларĕç. Турнира А.Марковăн мăшăрĕ Екатерина, ГИБДД управленийĕ, Патреккел шкулĕн администрацийĕ, район администрацийĕн вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕ йĕркелесе ирттерчĕç.