Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ăнăçлă ăмăртнă

10 сентября 2011 г.

 А.Г.Николаев космонавт летчика асăнса чăваш наци кĕрешĕвĕпе шкул ачисем хушшинче ăмăрту иртнĕ. Спартакиада программине пĕрремĕш хут кĕнĕскер, Шуршăл ялĕнче чи вăйлисене пуçтарнă. Елчĕк районĕн команди пĕрремĕш вырăна тухса куçса çỹрекен кубока çĕнсе илнĕ. Район командин йышĕнче ытларах Аслă Елчĕкри кĕрешекенсем пулнă. 27 килограмлă спортсменсенчен Алексей Тябуков (Аслă Елчĕк) пĕрремĕш вырăна тухнă. Унăн командăри юлташĕ, Яманчỹрелĕнчи Владислав Фадеев, виççĕмĕш вырăнта. 38 килограмлă атлетсенчен Алексей Краснов, 50 килограмлисенчен Василий Матвеев (Яманчỹрел) палăрнă, иккĕмĕш вырăнсене йышăннă. 60 килограмлă кĕрешекенсенчен Аслă Елчĕкри Александр Мольковпа Илья Чернов хушшинче хĕрỹ тупăшу пулнă. Çапах та А.Мольков ăнăçлăрах ăмăртса пĕрремĕш вырăна тухнă. И.Чернов - иккĕмĕш вырăнта. 66 килограмлă виçере Алексей Шаков (Аслă Елчĕк) çĕнтернĕ. Çак ялти Геннадий Обручков иккĕмĕш вырăна тухнă. 73 килограмлă атлетсенчен виççĕмĕш вырăна Аслă Елчĕкри Валерий Майков йышăннă. 73 килограмран йывăртарах виçере Александр Печков (Аслă Елчĕк) мала тухнă. Командăна ăмăртăва Георгий Адюков хатĕрленĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика