10 сентября 2011 г.
Табак сиенĕ çинчен пĕлмен-илтмен çын çуках пулĕ. Çапах та йытă çимен апата çăвара хыпакансем, ним усăсăр кĕсьене çỹхетсе сывлăха пĕтерекенсем пирĕн хушăра сахал мар. Килте туртакан çук, ĕçре вара арçынсем туртнă тĕтĕме сывлама тивет. Тепĕр çын табак туртнă чух мăкăрланакан тĕтĕм витĕмĕ ыттисене сиенлĕ иккенне пĕлетпĕр, çапах та... Юлашки çулсенче влаç пируспа вирлĕн кĕрешет. Пỹлĕмре туртма чарнине те халăх ырласа йышăнчĕ. ЧР сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ В.Муллина çирĕплетнĕ тăрăх _ туртакансем валли ятарлă вырăнсене уçă çĕрте йĕркелемелле. Анчах пур-и-ха вĕсем ĕç вырăнĕсенче? Предприятисемпе организацисенче туртма чарасси çинчен йышăннă указ республикăри вĕренỹ тата медицина учрежденийĕсенче, патшалăх влаçĕн органĕсенче ĕçлет. Йĕркене пăхăнманнисене штрафламаççĕ, паллах, дисциплина тĕлĕшĕнчен явап тыттараççĕ: асăрхаттараççĕ, выговор пама пултараççĕ. Саккун çирĕп пулни кирлех. Сиенлĕ йăлапа туслă ĕçтешсене пула сывлăхсăр юлас килмест. Çавăнпа та пĕрле ĕçлекен арçынсенчен ыйтасшăн: ан хыпăр-ха çав наркăмăша! Ан турт, Илюш, тесен çирĕпрех пулать пуль.