Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ярмăрккăна чĕнеççĕ

10 сентября 2011 г.

Авăн-юпа уйăхĕсенче йăлана кĕнĕ "Кĕрхи парнесем" ярмăрккă иртет. Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕн çумĕ Л.Николаев пĕлтернĕ тăрăх, Шупашкарта, Çĕнĕ Шупашкарта, Канашра, Çĕмĕрлере, Улатăрта пурăнакансемшĕн авăн уйăхĕн 10-мĕшĕнчен "Кĕрхи парнесем" ярмăрккă пуçланать. Ятарласа уйăрнă вырăнсенче ял хуçалăх продукцине сутаççĕ. Вырăнти ял хуçалăх продукцине туса илекенсем хăйсен продукцине транспорт хатĕрĕсем çинчен касса контроль машинисемпе усă курмасăрах сутма пултараççĕ. Вĕсене ĕç вырăнне тỹлевсĕрех уйăраççĕ. Ярмăрккăри хаксем рыноксемпе супермаркетсеннинче чылай пĕчĕкрех. Тавар сутнă чухне посредниксем çук. Ял хуçалăх продукцине сутакансен хăйсемпе пĕрле ял хуçалăх предприятине, хресчен (фермер) хуçалăхне регистрацилени çинчен документ копийĕ, уйрăм çынсен ял тăрăхĕнчен илнĕ справка çеç пулмалла. Çавăн пекех суту-илỹ инвентарĕ, упаковка материалĕ, çỹп-çапа пухмалли савăт-сапа та кирлĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика