10 сентября 2011 г.
Авăн уйăхĕн 8-мĕшĕнче район администрацийĕн ларусем ирттермелли пысăк залĕнче Елчĕк район Депутачĕсен пухăвĕн черетлĕ ларăвĕ пулса иртрĕ. Лару ĕçне район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин, райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен, предприятисемпе организацисен ертỹçисем хутшăнчĕç. Пухăва район пуçлăхĕ _ Елчĕк район Депутачĕсен пухăвĕн ертỹçи Р.Молодова ертсе пычĕ. Депутатсем ларура кун йĕркине кĕртнĕ 8 ыйтăва пăхса тухрĕç. Чи малтанах вĕсем Елчĕк район Депутачĕсен пухăвĕн 2010 çулхи раштав уйăхĕн 23-мĕшĕнчи 4/3-с номерлĕ "Муниципалитет пурлăхне 2011 çулта приватизацилемелли прогноз планĕ (программи) çинчен", Елчĕк район Депутачĕсен пухăвĕн 2011 çулхи çу уйăхĕн 12-мĕшĕнчи "Чăваш Республикин Елчĕк районĕн муниципалитетăн тата муниципалитет службин должноçĕсене йышăнакансене укçа-тенкĕпе тивĕçтересси" йышăнăвĕсене улшăнусем кĕртрĕç. Йышăну проекчĕсемпе финанс пайĕн начальникĕ Г.Анисимова паллаштарчĕ. Малалла депутатсем Чăваш Республикин Елчĕк районĕн бюджетне уйрăм çынсен тупăшĕнчен кĕрекен налукăн хушма тỹлевĕн нормативне бюджета шайлаштарма уйăракан дотацин пĕр пайĕпе улăштарасси çинчен калакан йышăнăва çирĕплетрĕç. Паянхи кун районăн социаллă пурнăçпа культура сферинче пурĕ 34 муниципалитет учрежденийĕ шутланса тăрать. Федерацин 83 номерлĕ саккунĕпе килĕшỹллĕн, асăннă пур учреждени те çĕнĕ право статусне илмелле. Авăн уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне 34 учрежденин тĕсне улăштарма йышăннă. Çав шутран пĕри хысна, ыттисем бюджет учрежденийĕсем шутланаççĕ. Раççей Федерацийĕн "Патшалăх (муниципалитет) учрежденийĕсен право йĕркине аталантарнă май РФ уйрăм саккунĕсене улшăнусем кĕртесси çинчен" Саккунĕн положенийĕсене пурнăçа кĕртсе, Елчĕк район Депутачĕсен пухăвĕн 2010 çулхи раштав уйăхĕн 23-мĕшĕнчи 4Ỹ2 номерлĕ йышăнăвĕн 2 пункчĕпе килĕшỹллĕн депутатсем 2011 çулхи юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнчен 2 бюджет учрежденине - Елчĕкри тĕп библиотекăпа Елчĕкри культурăпа кану центрне - район бюджетĕнчен субсидисем уйăрма йышăнчĕç. Çавăн пекех депутатсем муниципалитет пурлăхне Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин харпăрлăхĕсем çине куçарассине ырласа йышăнчĕç, Елчĕк район администрацийĕ çумĕнчи административлă комиссин йышне улшăнусем кĕртрĕç, тивĕçлĕ ĕçченсене награда парас ыйтусене пăхса тухрĕç. Лару хыççăн пуçтарăннисем çывхарса килекен суйлавсемпе çыхăннă ыйтусене хускатрĕç.