Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хастар ĕçшĕн тав тунă

07 сентября 2011 г.

Виçĕм кун район администрацийĕнче райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен, предприятисемпе организацисен ертỹçисемпе ирттернĕ канашлăва район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин ертсе пынă. Авăн уйăхĕнче пирĕн районта Чăваш Республикин Президенчĕ Михаил Игнатьев ĕçлĕ çул çỹревре пулнă, районти "Чувашъенкрахмал" ОООра, "Прогресс" АХОн "Органика" магазинĕнче, Патреккелти пĕтĕмĕшле врач практикин офисĕнче пулнă, районти активпа канашлу ирттернĕ, муниципалитет ертỹçисем умне район экономикипе социаллă пурнăçĕн аталанăвĕн çĕнĕ тĕллевĕсене лартнă. Канашлура район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин республика пуçлăхĕ района ĕçлĕ визитпа килсе кайнин итогĕсене пĕтĕмлетнĕ, кăçалхи пĕрремĕш çур çулта район экономикипе социаллă аталанăвне пысăк тỹпе хывнăшăн район администрацийĕн пуçлăхĕн çумне - финанс пайĕн начальникне Г.Анисимовăна, Елчĕк ял тăрăхĕн пуçлăхне В.Сайкина, "Чувашъенкрахмал" ООО ертỹçине А.Кудряшова, "Прогресс" АХОн ертỹçине П.Скворцова, Патреккелти пĕтĕмĕшле врач офисĕн медицина сестрине Е.Борисовăна Тав çырăвĕсем пачĕ, малашнехи ĕçре ăнăçу, çирĕп сывлăх сунчĕ. Канашлура район пурнăçĕпе çыхăннă ытти ыйтусене те сỹтсе явнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика