03 сентября 2011 г.
Авăн уйăхĕн 2-мĕшĕ тĕлне районти ял хуçалăх предприятийĕсенче кĕр тыррисене 4405 гектар (66 процент) акнă. Çав шутран ыраш - 1950, кĕрхи тулă - 2455 гектар. "Прогресс", "Эмметево", "Яманчурино", "Свобода", "Сатурн", "Нива", "Урожай", "Рассвет", "Победа", "Знамя", "Кушкă" хуçалăхсем çак ĕçе вĕçленĕ. "АСК-Яльчики" тата "Нива" агрофирмăсем 52 гектар çĕр улми кăларнă. Пĕр гектартан тухакан вăтам тухăç - 234 центнер. Районĕпе 6253 гектар кĕрхи çĕртме сухи тунă, кĕрхи культурăсене акма 5322 гектар çĕр хатĕрленĕ.