Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Йĕркесене çирĕп пăхăнмалла

31 августа 2011 г.

Тĕш тырă пухакан комбайн вут-çулăмпа сиенленсе юрăхсăра тухнă кỹршĕ Тăвай районĕнче. В.Николаев хресчен (фермер) хуçалăхĕнче КЗС-812-16 "Палессе" GS 12 комбайн çинче пушар тухнă. Унăн сăлтавĕ - маслопровод татăлнине пула хĕрсе кайнă коллектор çине çу лекни. Вут-çулăм хăвăрт сарăлнă пирки комбайн пĕтĕмпех юрăхсăра тухнă, хресчен (фермер) хуçалăхĕ 2,7 миллион тенкĕлĕх шар курнă. Çакнашкал инкек ан пултăр тесен техникăна пушар сỹнтермелли хатĕрсемпе туллин тивĕçтермелле. Шел, районти пĕтĕм хуçалăхсенче çак йĕркесене пăхăнмаççĕ. Акă, "Родник" аỸф" ОООра 2 комбайн уй-хирте çитĕннĕ тухăçăн юлашки гектарĕсене пухса кĕртет. Анчах вĕсем çинче огнетушительсем çăмăл автомашина çине вырнаçтармаллисем çеç. Ытти хатĕрсем пачах çук тесен те йăнăш пулмĕ. Вырма ĕçĕсем вĕçленсе пыраççĕ тенипе лăпланса лармалла мар, тимлĕрех пулмалла. Улăм пухнă, купаланă, кĕрхи çĕртме тунă чухне ĕç сыхлавĕн йĕркисене çирĕп пăхăнмалла.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика