Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вырма паян-ыран вĕçленет

31 августа 2011 г.

Виçĕм кун район администрацийĕнче райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен, предприятисемпе организацисен ертỹçисен канашлăвне район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин ертсе пынă. Канашлура район администрацийĕн пуçлăхĕ Елчĕкре нумаях пулмасть пулса иртнĕ пушара сỹнтернĕ чухне палăрнă А.Дмитриев (Çирĕклĕ Шăхаль), Н.Добронравов (Патреккел) водительсене Тав хучĕсем пачĕ, ăнăçусем сунчĕ. Район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн начальникĕ П.Тремасов вырма ĕçĕсем мĕнле пынипе паллаштарчĕ. Тунти кун тĕлне районта пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 1 пин гектар çинче пуçтарса кĕртмелли юлнă. Çав шутра "Звезда" ОООра - 600 гектар, "Родник", "Колос", Ленин ячĕллĕ хуçалăхсенче - 400 гектар. Пĕр вăхăтрах кĕрхи культурăсем акас, улăм пуçтарас, кĕрхи çĕртме сухи тăвас ĕçсем пыраççĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин вырма ĕçĕсене тишкерсе хак пачĕ, уй-хир ĕçĕсен хăвăртлăхне ỹстерме хушса хăварчĕ. Канашлура çавăн пекех çул-йĕре юсас, хамăр пурăнакан вырăнсене тирпей-илем кĕртес тата ытти ыйтусене сỹтсе явнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика